Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем ҫеҫ мар, урӑх регионсемпе ют ҫӗршыв ҫыннисем те сипленеҫҫӗ.
Больницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 8 пин ытла ҫын сипленет, 40 пин ытла пациента тӗрлӗ консультаципе пулӑшаҫҫӗ.
Кардиодиспансера хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев оборудованийӗпе пуянлатнӑ. 2023 ҫулта унти специалистсем урӑх регионсенчи 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче Мари Элти 4 ҫын, Тутарстанран — 18, Чулхула облаҫӗнчен — 24, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — 11, Мускавпа Мускав облаҫӗнчен — 38. Камчаткӑпа Крым, Чукоткӑпа Ямал тӑрӑхӗнчен те кунта килнӗ.
Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыри 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ: вӗсенчен 150-шне — амбулатори мелӗпе, 50 ытларах ҫынна — стационарта.