Ака уйӑхӗнче Хулари 1-мӗш клиника тухтӑрӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата ҫавнашкал ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ ҫынсем патне киле ҫитсе вӗсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ, диспансеризаци ирттерӗҫ. Шурӑ халатлисем сывлӑхне кура килтен тухса ҫӳрейменнисем патне ҫитӗҫ.
Вырӑна тухса ҫӳрекен тухтӑрсен йышӗнче тӗрлӗ специалист пулӗ: терапевт, офтальмолог, невролог, хирург... Специалистсем юн анализне илӗҫ, ЭКГ тӑвӗҫ, куҫри юн пусӑмне тӗрӗслӗҫ.
Тухтӑрсем ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсем патне те ҫитӗҫ.