Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш наци конгресӗ лару ирттерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 18.08.2013 22:12 | 1175 хут пӑхнӑ

Паян, ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн 544 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫак куна уявлама республикӑн тӗп хулине пин-пин ҫын пуҫтарӑннӑ.

Унсӑр пуҫне паян Наци вулавӗшӗнче 14:00 сехетре регионсем хушшинчи общество организацийӗ «Чӑваш наци конгресӗ» лару ирттернӗ. Ларӑва пирӗн республикӑн элчисемсӗр пуҫне конгресс канашӗн Мари Эл, Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи, Самар, Чӗмпӗр, Чулхула, Тӗмен, Ӑремпур облаҫӗсенчи элчисем хутшӑннӑ.

Тӗпрен илсен ларура виҫӗ ыйту тавра сӑмахланӑ. Пӗррӗмӗш ыйту Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне ирттерессипе ҫыхӑннӑ. Ку ыйтупа «Чӑваш наци конгресӗн» президенчӗ Архипов Геннадий Николаевич тухса калаҫнӑ. Вӑл съезда юпан 25-27-мӗш кунсем хушшинче ирттерме сӗннӗ. Вара сасӑланӑ хыҫҫӑн ун шухӑшӗпе нумайӑшӗ килӗшнӗ.

Иккӗмӗш ыйтура сӑмах ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетесси ҫинчен пынӑ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич ларӑва пухӑннӑ ҫынсене йышшӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ. Ҫапла вара юпа уйӑхӗнче ирттерме планланӑ съезда 386 делегат хутшӑнмалла, вӗсенчен тулашран — 111, ют ҫӗршывран — 15, Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсемпе хула округӗсенчен тата учрежденийӗсемпе организацисенчен — 260 делегат.

Юлашкинчен Мӑн канаша хутшӑнакансем пӗр ыйтупа кӑна тухса калаҫмарӗҫ. Тухса калаҫакансем паянхи кунсенчи кӑткӑслӑ ыйтусем тавра сӑмахларӗҫ. Чи малтанах сӑмаха «Чӑваш наци конгресӗн» исполком председатӗлӗ Портнов Константин Петрович илчӗ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл чуна ыратаракан пулӑмсене хускатрӗ. Ҫитес съезд хӗрӳллӗ пулса иртемелли ҫинчен каларӗ.

Пӗтӗмӗшлӗ илсен лару самай дискуссилӗ иртрӗ. Ҫитес съезд мӗнлерех, хӑҫан иртмеллине ларура ҫирӗплетсе пачӗҫ пулин те йышӑнупа пурте килӗшсех каясшӑн пулмарӗҫ.

Тухса калаҫакансен хушшинче уйрӑмах Илья Арсентьевич Иванов журналистӑн чуна пырса тивӗкен доклачӗ итлекенсен кӑмӑлне кайрӗ. Вӑл хускатнӑ ыйтусем, проблемӑсем чӑннипех те пирӗн республикӑра ҫивӗччӗн тухса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та залра Илья Иванов шухӑшӗсене сивлекеннисем те тупӑнчӗҫ. Пӗрисен шухӑшӗпе конгресс хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлнӗ тивӗҫлипе пурнӑҫламаҫҫӗ, теприсем вара конгресс лайӑх ӗҫлет тесе ӗнентереҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, миҫӗ ҫын — ҫавӑн чухлӗ шухӑш.

Ҫапла вара паянхи ларура йышӑннӑ тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн VIII съезчӗ юпан 25–27-мӗшӗнче пулса иртӗ. Съездра вара Чӑваш наци конгресӗн ҫӗнӗ президентне суйлӗҫ. Тен ҫак улшӑнусем конгресшӑн чӑннипех те усӑллӑ пулӗҫ. Тен вара «Чӑваш наци когресӗ чӑваш халӑхшӑн тӑрӑшмасть» текенсен йышӗ чакса ларӗ.

#пухусем, #наци вулавӑшӗ, #ЧНК

 

ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ сире тивӗҫтерет-и?

Ӗҫне лайӑхлатмалла
Тивӗҫтерет
Маншӑн пур-пӗрех
Япӑх ӗҫлет

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.19 12:19
Чăваш наци конгресĕн ларăвĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?
Angelnas1992@mail.ru // 7716.1.0688
2013.08.19 14:13
Чăвашлах пуплерĕç..))
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.19 16:34
Апла пулсан питĕ кăмăллă хыпар.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.20 17:22
Чăваш наци конгресĕн сайчĕ пур-и? Пур пулсан мĕнле чĕлхепе?
2013.08.20 17:51
Аçтахар Плотников
Пур. Ячĕшĕн тунăскер. Эп хам илтнĕ тăрăх пирĕн сайта ЧНК сайчĕ тесе шутлаççĕ :)
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.20 19:52
Апла пулсан чăваш наци конгресĕн ларăвĕ те ют чĕлхепе иртнĕ пулмалла. Унта та икĕпитлисем пур пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем