Тутарстана ҫутҫанталӑкӑн чӑн-чӑн апокалипсисӗ ҫитнӗ тейӗн. Кӳршӗ регионта ҫил вӑйланнӑ, ҫумӑр ҫунӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр чашлаттарнӑ.
Темиҫе районта ҫил-тӑвӑл шар кӑтартнӑ ӗнтӗ. Зеленодольскра теннис мечӗкӗ пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑвара вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳнӗ, картасемпе йывӑҫсене тӳнтернӗ. Виҫӗ сехет каялла пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 машинӑна яхӑн сиенленнӗ.
Чӑваш Ене килӗ-и ку апокалипсис? Килмессе шанатпӑр. Асар-писер ҫанталӑк Хусан еннелле кайнӑ.