Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кивӗ Эйпӗҫсем ҫамрӑксене мӗнпе илӗртмеллине лайӑх пӗлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 22.08.2013 12:00 | 1693 хут пӑхнӑ

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем шкул пӗтерсенех вӑтам е аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче алла пӗр-пӗр професси илес тӗллевпе хуласене тухса каяҫҫӗ, диплом илсен вара нумайӑшӗ ӗҫ тупса ҫавӑнтах юлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем тӑван ялсенех тавранччӗр тесе мӗн тумала-ши?

Ҫак ыйтӑва Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпӗҫ ял ҫыннисем хӑйне майлӑ татса парас тенӗ. Ӳсекен ӑрӑва илӗртекен хула илемне вӗсем яла кӳрме шутланӑ. Ӗҫе вара тирпей, илем кӳрессинчен пуҫланӑ, хӑйсен кил-ҫурт таврашӗнчи картиша тивӗҫлӗ сӑн кӗртессипе ӑмӑртса ӗҫе тытӑннӑ. Ятарлӑ пӗлӳ ҫук пулсан та тӑван яла илем кӳрессипе ҫунатланнӑ хастарлӑ ял-йыш тӑрӑшсах ӗҫлет.

Уйрӑмах хӑйне майлӑ пултаруллӑхпа Кивӗ Эйпӗҫре Владимир Поляков палӑрать. Унӑн картишӗнче алӑпа ӑсталаннӑ чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ.

Юлашки 7 ҫулта ял-йыш кану вырӑнӗсене йӗркелессипе те хастаррӑн ӗҫлет, Кивӗ Эйпӗҫ таврашӗнче паянхи кун 8 парк вырнаҫнӑ. Уйрӑмах пӗр паркӗ юратакан мӑшӑрсене илӗртет, ҫавӑнпа та ӑна «Ҫамрӑклӑх» ята панӑ.

— Уйрӑмах каҫ-кӳлӗм вӑхӑтӗнче ҫутӑлнӑ хунарсемпе, шавлакан пӗрхӗнчӗк ял таврашне илемлетет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Кивӗ Эйпӗҫре пурӑнакан Марина Лебедева.

Ял таврашне илем кӳресинче тӑкаксемсӗр пулмасть, ҫавӑнпа та кашни ҫул ялти ҫынсем паха ӗҫ валли 50-шар тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла ялти Шкул урамӗ республикӑра чи хитре урам ятнӗ тивӗҫнӗ. Халӗ вара Кивӗ Эйпӗҫсем вӗсен ялӗ республикипе чи типтерлӗ те илемлӗ ята тивӗҫессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ.

#парксем, #илем, #тирпей, #Улатӑр районӗ, #Кивӗ Эйпеҫ

 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.22 18:10
Сăнӳкерчĕк Кивĕ Эйпĕçре те ют чĕлхене кăмăллание кăтартать.
Agabazar // 2121.08.8516
2013.08.22 21:02
Agabazar
Чим-ха, апла мар-тăр-ха. Россия-24 каналтан илсе кăтартнă вĕт ӳкерчĕке. "Сельская сказка" çавăнтан пуль.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем