Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарта «Акатуй» иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.06.2024 17:27 | 763 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫертме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӗтӗм чӑвашсен XII Акатуйӗ иртӗ. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине халалланӑ уява Чӑваш Енри тата ҫӗршывӑмӑрӑн тӑхӑр регионӗнчи чи лайӑх коллективсем килсе ҫитӗҫ. Уяв 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Программӑна вӑйӑ карти илемлетӗ, авалхи чӑваш халӑх юррисем янӑрӗс. Профессилле пултарулӑх коллективӗсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине кӑтартӗҫ. Ҫав шутра —Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пулӗҫ.

Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан, Мари Эл тата Тутарстан республикисенчи; Ленинград, Мурманск, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи коллективсем пулӗҫ.

#культура, #уявсем, #Акатуй, #Шупашкар, #Мускав, #Питӗр, #Пушкӑртстан, #Мари Эл, #Тутарстан, #Ленинград, #Мурманск, #Оренбург, #Чӗмпӗр, #юрӑпа ташӑ ансамблӗ, #капелла, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем