Шупашкарти медицина центрӗсенчен пӗринче ӗҫленӗ тухтӑра пула ҫын вилнӗ.
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм тӳлевлӗ эндоскоп тӗрӗслевӗ (ФГДС) витӗр тухас тенӗ. Врач тӗрӗслев ирттермелли техникӑна пӑснине пула хӗрарӑмӑн шалти органне сиенлетнӗ. Ӑна кирлӗ пек пулӑшмасӑрах килне янӑ. Кӑштахран хӗрарӑм темиҫе кунтан пульницӑра куҫне хупнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ. Тухтӑра тӗрмене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнӗшӗн тухтӑртан тата ҫав врач ӗҫленӗ медцентртан 2 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.