Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элистари ӑста лартнӑ спектакльпе черетлӗ сезон хупӑнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.07.2024 07:21 | 2473 хут пӑхнӑ
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Ӑна культура учрежденийӗ Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» романтикӑлла поэми тӑрӑх лартнӑ спектакльпе вӗҫлеме йышӑннӑ.

Асӑннӑ ӗҫе театр «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) федераци программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Калмӑк Республикин халӑх артисчӗ Сергей Бурлаченко. Ӗҫӗн исценировкине Элистари ҫав ӑста хатӗрленӗ. Художникӗ – Питӗрти Мария Шуплецова. Пластика енӗпе режиссёр – Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑста, Бурят Республикин тата Тыва Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Менгилен Сат. Ҫутӑ режиссёрӗ – Питӗрти Михаил Добрышин.

Мцыри ролӗнче – Николай Миронов, Старец – Сергей Никитин,

Дзанни, манахсем, каччӑсем – Никита Бондаренко, Александр Захаров, Никита Чукмарев, хӗрсем – Надежда Полячихина, Екатерина Чекушкина, Мария Благушина.

#театрсем, #спектакльсем, #режиссёрсем, #Тыва Республики, #Бурят Республики, #Калмӑк Республики, #артистсем, #Питӗр, #Мускав, #Элиста, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Мĕтри Ванччă // 2356.97.7944
2024.07.04 10:37
Ай тур-тур, пĕтрĕ ĕнтĕ чăваш театрĕ... Пĕчĕк Тăван çĕршывра пĕчĕк тăван çĕршыв çыннисем юлмарĕç-ши ĕнтĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем