Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Атьӑр пурте «УЯВА»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 15.07.2024 22:18 | 3324 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Культура

«Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ирттерекен чӑваш культурин уявне ҫулсеренех хӑна нумай килет, кӑҫал та 15 пинрен кая мар пуҫтарӑнмалла». Ҫапла пӗлтерчӗ «Татаринформ» агенство ятарласа ирттернӗ пресс-конференцире. Калама кӑна ҫӑмӑл: пин ҫурӑ та мар, вун пилӗк пин-ҫке! Кун чухлӗ халӑха кӗтсе илсе вырнаҫтарма, юрлама-ташлама, канма лайӑх майсем туса парас тесен хуҫасен самаях пилӗк авма тивет.

Пирӗн «Икарус» пилӗк сехет чупнӑ хыҫҫӑн ирхине ҫичӗ сехет тӗлне анлӑ ҫултан пӑрӑнса Сиктӗрмери культура ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ. Ак япала, «Уяв» кӗрлеме те пуҫланӑ иккен, унта та кунта купӑс сасси илтӗнет, уйӑрнӑ вырӑнта автобуссем туллиех: Чӗмпӗр, Самар, Пенза облаҫӗсенчен, Пушкӑртстанпа Тутарстанри тӗрлӗ районсенчен, Марипе Чӑваш республикисенчен… Канаш округӗнчен «Уяв» сцени ҫине «Татмӑш ен» тата «Ҫӑлкуҫ» ансамбльсем тухмалла. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем пысӑк опыт пухнӑ, нумай хулана ҫитсе куракансене савӑнтарнӑ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи В.К. Дмитриев кӗске репетици ирттерсе вӗсен хул-ҫурӑмне ҫемҫетме, сассисене уҫӑлтарма шутларӗ, вӑл баянне тӑсса ярсанах янкӑс юрӑ янӑраса кайрӗ. Пурте йӗркеллӗ.

Сиктӗрме Тутарстанри авалхи чӑваш ялӗ, кунта чӑваш халӑх поэчӗ П.П. Хусанкай ҫуралса ӳснӗ. Ҫавна май шкул та, культура ҫурчӗ те йӗркеллӗ ҫуртсенче чиперех ӗҫленӗ. Анчах ял «ватӑлса» ҫитнӗ, кунта вӑйпитти ҫынсем сахаллансах пынӑ, вырӑнти хуҫалӑх юхӑнса кайнӑ. Ҫавна кура Элкел район администрацине ертсе пыракан Ф.М. Давлятшин сиктӗрмесене Мари Элти «Звениговский» совхозпа «туслашма» сӗннӗ. Килӗшӳ ҫырса ал пуснӑ та… Малаллине пурте аван пӗлетпӗр пек, анчах «нимӗн те улшӑнман» тени хальхинче питех те вырӑнсӑр. Улшӑннӑ ҫав, тӗпренех улшӑннӑ. Совхоз директорӗ, Сиктӗрмере ҫуралса ӳснӗ И.И. Казанков сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен, кунта совхозӑн филиалне туса хунӑ, сӗт-ҫу комплексӗ, чӑкӑт кӑларакан завод уҫнӑ, лаша завочӗпе пулӑ хуҫалӑхӗ ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫапла вара вырӑнти экономика урапи пӗлсе «сӗрнӗ» хыҫҫӑн шалтӑртатма пӑрахнӑ, хывнӑ инвестиципе кунта халиччен курман-илтмен объектсем нумай ӳссе ларнӑ, вӗсене «Ҫӗнӗ Сӑвар» теме пуҫланӑ.

Акӑ эпир Павар шывӗ урлӑ хывнӑ кӗперпе каҫса пыратпӑр. Пӗчӗк юханшыв сарӑлса хитреленнӗ, ун ҫыранӗсем хӗррине сарса тухнӑ сап-сарӑ хӑйӑр куҫа шартарать. «Кунта катамаран е кимӗ илсе ярӑнма пулать» тесе ҫырса ҫапнӑ, кӑмӑлу пулсан парӑс та карса яма пулать иккен. Ачасене вылямалли вырӑнсем те пур, хӗвелтен пытанмалли сунчӑк таврашӗ илсе шыв хӗрринче киленсе выртма пулать, душ кабинисем, хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑнсем, 25 метрлӑ бассейн… Ай, туса тултарнӑ та! Кирлӗ-ши ҫакӑ «пӗтсе пыракан» ялти мучисемпе кинемейсене? Ҫапла мӑкӑртатнине те илтме пулчӗ тин кӑна сӑн кӗртсе ҫитернӗ вырӑнсене курса ҫӳренӗ чух. Вӗсемпе килӗшмесӗр «ан васкӑр чӗлхӗре ирӗке яма» тесе калас килчӗ. «Ҫӗнӗ Сӑвар» Акатуй-Сапантуй ирттерме тунӑ тӳрем кӑна мар, вӑл туристсене кӗтсе илмелли, вырнаҫтармалли вырӑн та. Вӗсем валли тата ялхуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене пурӑнма тетте пек илемлӗ уйрӑм ҫуртсем купаласа лартнӑ. Килен-каяна е туристсене Сӑвар крепоҫӗ те тӗлӗнтерет, Сиктӗрме упа шӑтӑкӗ мар, унта зоопарк та уҫнӑ, упи вара чӑнах та пур иккен. Шывармань, ҫӑлкуҫлӑ часовня (ялта чирку те пур), авалхи пӳртсен музейне уҫнӑ, кунта ним те ҫук, кичем тесе калаймӑн, кӗҫех тата икӗ музей (вӗсен кӑшкарӗсене хӑпартса лартнӑ ӗнтӗ), икӗ палӑк уҫӑлмалла. Туса лартмалли объектсем тата та пур.

Сиктӗрмери «Уява» ирттерме пилӗк сцена тата икӗ подиум туса хатӗрленӗ (ытла нумай тесе те калас килет, анчах ку шухӑш тӗрӗсех мар пуль), кӗнеке, апат-ҫимӗҫ, халӑх ӑстисен, авалхи япаласен тата чӑваш кӗпе-тумтирӗн куравӗсем уҫӑлнӑ. Вӗсем пӗр харӑс ӗҫленипе пурне те курса юлас текенсене йывӑр килет (ҫав хушӑрах лаша утланса тата кӳме ҫине ларса ӑмӑртаҫҫӗ). Эпир «Хусанкай урамӗ» фестивале курса пӗтерес терӗмӗр. С. Асамат, Р. Сарпи, М. Карягина, Л. Филиппова, О. Туркай тата ытти чӑваш ҫыравҫӑсем пухӑннӑ халӑх умне тухса хӑйсен сӑввисене каларӗҫ, куракансене кӗнекисене ал пусса парнелерӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сӑрнай» ансамбль шӑхлич каласа фестивале шухӑша яракан сӗм парса тӑчӗ.

Пирӗн артистсем «Уяв» пуҫланасса кӗтсе ҫӳренӗ хушӑра хӑйсем лайӑх пӗлекен такмаксене каласа ташша ҫапма пуҫларӗҫ те телевиденипе фотокамерӑсене хӑйсен енне ҫавӑрчӗҫ, микрофон-диктофон тытнӑ журналистсем те кунта васкарӗҫ, баянпа параппан кӗввипе Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев та ташша тухрӗ.

Халӑх ӑстисен юхӑмӗ тӗп сцена тавра вырнаҫса ҫитсен куракансене Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ юрӑллӑ-ташӑллӑ композици тыткӑнларӗ. Сюжечӗсене пурне те чӑваш пурнӑҫӗнчен илнӗ: туй, ача ят хуни, салтака кайни, ниме, тӑванлӑх йывӑҫне лартни тата ытти те, вӗсем тӑван ҫӗре юратма, ҫутҫанталӑкпа, кӳршӗ-аршӑпа ҫураҫуллӑн пурӑнма вӗрентеҫҫӗ (режиссерӗ С. Чаркина).

Пухӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин представителӗсем, Тутарстан, Чӑваш республикисене, Элкел муниципаллӑ округа ертсе пыракансем тухса калаҫни, Хисеп хучӗсем пани пысӑк вырӑн йышӑнчӗ. Хӗрӳллӗ сӑмахсенчен мана «Уява» йӗркелесе яракан И.И. Казанков калани асра юлчӗ: «Раҫҫейре совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче тытса пынӑ наци политикинчен пӑрӑнмалла мар».

Концерт пайӗнче эстрада артисчӗсемпе районсенчен килнӗ фольклор ушкӑнӗсем ӑмӑртмалла юрларӗҫ-ташларӗҫ. «Татмӑш енпе» «Ҫӑлкуҫа» ҫӳрекенсем сцена ҫине Елчӗк районӗнчи чапа тухнӑ Патреккел хорӗ хыҫҫӑн тухрӗҫ, вӗсем «Тӑрантас та лайӑх» юрӑ хыҫҫӑн такмакласа ташларӗҫ.

– Пирӗн репертуарта чӑваш композиторӗсен тата халӑх юррисем чылай, – терӗ сцена ҫинчен ансан коллектива ертсе пыракан В.К. Дмитриев. – Ҫак концертра эпир программа вӗҫленес енне кайсан хамӑр пултарулӑхпа паллаштартӑмӑр, кульминаци пултӑр тесен уйрӑмах ҫӗкленӳллӗ юрӑпа ташӑ кирлӗ. Пирӗн пӗрлештернӗ ушкӑн ҫак тӗллеве чиперех пурнӑҫларӗ, диплом илме тивӗҫ пулчӗ.

 

В. Алексин

 

Редакцирен: ку материала утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех ярса панӑччӗ, анчах вӑл вӑхӑтра эпӗ, «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакторӗ, «Хавал» университета хутшӑннӑччӗ. Эрнекун таврӑнса пулин те, пӗр кун йӑлтах пухӑнса кайнӑ ӗҫсене тума кирлӗ пулчӗ. Канмалли кунсенче хуҫалӑх ӗҫӗсемпе аппаланма тиврӗ. Каярах пулин те паян та пулин вырнаҫтарсан пӑсмӗ. Сӑнсене текст авторӗ ярса панӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#уяв, #Тутарстан, #Элкел, #Сиктӗрме, #кӳршӗре, #культура, #уявсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1853.54.2436
2024.07.16 05:58
Agabazar
Сиктĕрме Петĕр Хусанкай çураличченех чаплă ял пулнă. Унта пĕтĕм Саккам тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр пульницца та ĕçленĕ.
Agabazar // 1853.54.2436
2024.07.16 05:58
Agabazar
Сиктĕрме Петĕр Хусанкай çураличченех чаплă ял пулнă. Унта пĕтĕм Саккам тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр пульницца та ĕçленĕ.
Пятаков Сергей // 3939.06.0998
2024.07.17 15:47
Вӑл Уявсене эпӗ темиҫе хут та ҫитсе курнӑ. Ялан тенӗ пекех унта 5-6 пин ҫын пухăнать. Ҫулсеренех ӳстереҫҫӗ вара. Те вунă пин ҫын пилӗк пинрен уйăрса илеймеҫҫӗ?))
Евразиец // 3447.04.5759
2024.07.20 06:53
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
Алексин // 2621.19.5120
2024.07.24 07:47
Хальхинче, Сергей, эс йăнăшатăн пулмалла. УЯВа чăнах та халăх питĕ йышлă пуçтараннă. Çитес çул сана çитсе курма сĕнетĕп. Ун чухне тĕл пулăпăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем