Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Александр Харитонов Атӑлта тем пысӑкӑш ҫуйӑн тытнӑ. Пулӑ 70 килограмм таяканскер.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Александр юлташӗпе кимӗпе пулӑ тытнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем авӑрта ҫуйӑна асӑрханӑ. Александр ӑна хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ квок сассипе илӗртсе кӑларнӑ.
Вӗсем пулӑпа 20 минут кӗрешнӗ. Ҫуйӑн шыв ҫийӗн курӑнсан тусӗ тӗлӗннипе кӑшкӑрсах янӑ. Адександр вара пулӑпа малалла кӗрешнӗ. Ҫуйӑна кимме хурса ҫыран хӗррине илсе тухма пулӑшу кирлӗ пулнӑ.
37-ри Александр унччен те пысӑк пулӑсем тыткаланӑ. 16 килограмм таяканни пулнӑ. Ку ҫуйӑн вара – чи пысӑкки.