Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Анатолий Печников юбилейне халалласа пуҫтарӑнӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.10.2024 17:44 | 1951 хут пӑхнӑ
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗнче Анатолий Печниковӑн «Илӗртӳллӗ манми Чӑваш ен» нота пуххине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.

Мероприятие музыкантӑн 70 ҫулхине тата пултарулӑхӗнчи 55 ҫулхине халаллӗҫ.

Кӗнекене пахалама культура, ӳнер тата литература ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем, ентешӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Программӑна «Чун юрлать» кӗнекепе иллюстраци куравӗ, культура ӗҫченӗсен пултарулӑхӗ, автор юррисен «Савнӑ Чӑваш Енӗм!» концерчӗ илем кӳрӗ.

Анатолий Печников Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Туктамаш ялӗнче ҫуралнӑ. Педагог, композитор, РФ халӑх вӗрентӗвӗн отличнике, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн членӗ. Шупашкар районӗнчи Иккасинчи культура ҫуртӗнче «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамбльне тата «Ҫамрӑк хуткупӑсҫӑ» кружока 35 ҫул ытла ертсе пынӑ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Туктамӑш, #композиторсем, #юбилейсем, #кӗнекесем, #Шупашкар районӗ, #Иккасси, #вулавӑшсем, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем