Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пӑрачкавра арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе те аптӑранӑ.
Арҫын – кӳршӗ регионтан, Пӑрачкава вӑл тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ. Арӑмӗпе упӑшки урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ку каҫхине ҫухалнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле телефон та илмен.
Арҫынна нимеҫӗсем, полицейскисем, «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем шыранӑ. Тепӗр кунхине Николай Ефимов участковӑй ҫырманалла каякан йӗре курнӑ. Ҫапла ҫухалнӑскере тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, хӑй тӗллӗн утайман та. Кӗҫех васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.