Пӗлтӗрхи кӗркунне Сӗнтӗрвӑрринче автошкулсенчен пӗрин директорӗ «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.
«Рено Дастер» рулӗ умӗнчи арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк условийӗ начар пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫынна курман.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫынсем ҫул урлӑ каҫнине курма пултарнӑ, анчах машина хӑвӑртлӑхне чакарман. Хӗрарӑм сывлӑхне вӑл пысӑк сиен кӳнӗ.
Автошкул директорне суд 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, анчах водитель правине туртса илмен.