«Йӗрке хуралҫисенчен тарас тесен пур меслет те лайӑх», — ҫак каларӑша тӗпе хурса ӗнтӗ ют урапана вӑрласа каякан арҫын полици ӗҫченӗсенчен пытаннӑ. Ӗҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ.
Ӗнер, юпан 20-мӗшӗнче «Шырав» ятпа операци ирттернӗ чухне йӗрке хуралҫисем хайхи ют урапана вӑрласа каякана тытнӑ пулнӑ.
ВАЗ-2104 маркӑллӑ урапа хуҫи хӑйӗн «тимӗр лашине» вӑрласа кайни ҫинчен полицийе тӳрех пӗлтернӗ, анчах та вӑрлакансен шутне кӗме пултаракан ҫыннӑн ятне асӑнса хӑварман. Урапа хуҫин паллаканӗ вара малтан та ыйтмасӑр, систермесӗр тусӗн ҫӑмӑл машинипе «хуҫаланса ҫӳренӗ» иккен.
Вӑхӑт иртсен полици ӗҫченӗсем хайхи вӑрӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ ҫурт-йӗрте пытанни ҫинчен пӗлнӗ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисене подъездра курсанах арҫын ҫухалса кайман — хваттере чупса кӗрсе диван айне чӑмнӑ.
Апла пулин те полици ӗҫченӗсем вӑрра тупса тытса кайнӑ.