Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: ЧПУна «Хавал» ик чӗлхе пӗртанлӑхне пӑхӑнма ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 16.12.2013 22:40 | 1820 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Малтан аслӑ шкул ячӗ чӑвашла кӑна пулнӑ
Малтан аслӑ шкул ячӗ чӑвашла кӑна пулнӑ

«Хавал» халӑх пӗрлӗхӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхин пӗртанлӑхне пӑхӑнма чӗнсе каланӑ. Ҫырӑва Андрей Александров ректор ячӗпе шӑрҫаланӑ.

Алла ручка тытма тивнине хастарсем аслӑ шкулӑн тӗп корпусне кӗмелли вырӑнта университет ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хуни хистенӗ. Унччен вӑл чӑвашла кӑна пулнӑ. «Хавалҫӑсем» ЧПУ ик чӗлхене хисепленине ырланине палӑртнӑ, анчах ку ырӑ ӗҫе мӗншӗн ят чӑвашла кӑна тӑракан вырӑнта туса ирттернине ӑнланманнине палӑртнӑ. Вырӑсла кӑна ҫырса ҫапнӑ ятсене вара икӗ чӗлхе ҫине, тепӗр майлӑ каласан, чӑвашла куҫарманни вӗсене тӗлӗнтернӗ.

«Хавал» хастарӗсем ЧПУри факультетсемпе филиалсен ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хунине асӑрханӑ. Икӗ чӗлхен пӗр танлӑхне ҫурт ҫинче кӑна мар, информаци стенчӗсемпе вестибюльсенче тата коридорсенче те пӑхӑнмаллине палӑртнӑ вӗсем. Хальхи вӑхӑтра ун пек ҫырса хунисем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ иккен. Аслӑ шкулӑн сайтӗнче те чӑваш чӗлхи валли вырӑн ҫукраххине асӑрханӑ.

#икчӗлхелӗх, #чӑваш чӗлхи, #ЧПУ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1559.html
 

Комментари:

Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 09:04
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 20:56
Эпĕ кунта çынна кӳрентерекен пĕр сăмах та нихăçан çырман. Çырмăп та. Тепĕр хут астутарса калатăп: Икĕпитленни вăл - тĕнчери чи пысăк çылăхсенчен пĕри пулать.
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 23:59
Мĕн сăлтав пирки манăн пĕрремĕш шухăша хуратнă?
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.18 18:04
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.18 23:32
Тĕленсе каймалла. Тĕрĕс сăмах кӳрентерме те пултарать иккен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем