Кун пек ҫырнинчен, тӗрӗссипе, ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Ара, республикӑра икчӗлхелӗх пирки саккун та пур-ҫке. Апла пулин те теприсем чарӑну ячӗсене ҫырнӑ чух те ун пирки манса каяҫҫӗ, те йӗркине пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ?
Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн канашӗ Шупашкар хулинчи «Акатуй» магазин, «Вӗренӳ институчӗ», «Республика пульници» тата ытти ҫавӑн йышши чарӑну павильонӗсем ҫинче вырӑсла кӑна ҫырни пирки Шупашкарти тӳре-шара патне ыйтупа тухнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче унтисем хурав панӑ. Ҫырура мӗн ҫырнине кӗскетмесӗрех илсе кӑтартар-ха:
«Чӑваш Республикин
наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх»
халӑх пӗрлешӗвӗн канашне
Муниципаллӑ бюджетлӑ учреждени «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата тирпей-илем кӗртекен управленийӗ» Шупашкар администрацийӗ хушнӑ тӑрӑх сирӗн ҫырӑвӑра (18.04.2015ҫ. №1 00/0071) пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн сире ҫапла пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра эпир Шупашкарта пӑхса тӑракан чарӑну вырӑнӗсен ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хунӑ. Анчах та хӑш-пӗр чарӑну вырӑнӗсенче суту-илӳ павильонӗ вырнаҫнӑ, вӗсем пирӗн учреждени балансӗ ҫинче тӑмаҫҫӗ.
Шупашкарта юпа уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивале чӑваш, акӑлчан, араб, китай, голланди, финн, эстони, португали, итали, корея, хинди, каталански, нимӗҫ, испани, туркмен, польша, тутар, таджик, украина, вьетнам тата ытти чӗлхепе пӗлекенсем пуҫтарӑннӑ. Сайра тӗл пулакан чӗлхесен хӑтлавӗ те иртнӗ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче адыгей, мальти тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азинчи гэлао чӗлхине асӑнмалла.
Фестиваль вӑхӑтӗнче чӑвашла-вырӑсла биллингивизма халалланӑ сайта тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ ушкӑнӗ темиҫе лекципе курнӑҫу йӗркеленӗ.
Аса илтеретпӗр, чӗлхесен фестивалӗ Шупашкарта 1996 ҫултанпа иртет. Ун йышши мероприятие Раҫҫейри хуласенчен кунта чи малтан йышӑннӑ. Фестивале республикӑн ҫамркӑсен эсперанто-ассоциацийӗ йӗркелет. Ӑна ирттерме тӗрлӗ министерство, ют чӗлхесен «Язык Успеха» шкулӗ тата Пӗтӗм тӗнчери волонтерсен «Содружество» центрӗ пулӑшнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет.
Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ.
Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн…
Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
Нумай пулмасть ЧНК пухӑвӗ иртнӗ, унта конгресӑн хулари уйрӑмне йӗркеленӗ (ертӳҫӗ пулма Эдуард Бахмисова шаннӑ). Хула мэрӗ Леонид Черкесов тухса сӑмах каланӑ чухне Шупашкарти предприятисем умне палӑрткӑчсемпе вывескӑсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырма тӗллев лартнӑ.
Черкесов шухӑшӗпе ҫак ӗҫе Чӑваш наци конгресӗ ертсе пырсан килӗшӳллӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне тӗп хулари урам ячӗсене тӗрӗс е йӑнӑш ҫырнине тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Палӑрткӑчсемпе вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырмаллине Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккун хушать, анчах пурнӑҫра хӑшӗ-пӗри ӑна пӑхӑнмасть. Саккуна пӑснӑшӑн та никама та явап тыттарман хальлӗхе — кун пирки пӗр сас-хура та ҫук-ха.
«Хавал» халӑх пӗрлӗхӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхин пӗртанлӑхне пӑхӑнма чӗнсе каланӑ. Ҫырӑва Андрей Александров ректор ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Алла ручка тытма тивнине хастарсем аслӑ шкулӑн тӗп корпусне кӗмелли вырӑнта университет ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хуни хистенӗ. Унччен вӑл чӑвашла кӑна пулнӑ. «Хавалҫӑсем» ЧПУ ик чӗлхене хисепленине ырланине палӑртнӑ, анчах ку ырӑ ӗҫе мӗншӗн ят чӑвашла кӑна тӑракан вырӑнта туса ирттернине ӑнланманнине палӑртнӑ. Вырӑсла кӑна ҫырса ҫапнӑ ятсене вара икӗ чӗлхе ҫине, тепӗр майлӑ каласан, чӑвашла куҫарманни вӗсене тӗлӗнтернӗ.
«Хавал» хастарӗсем ЧПУри факультетсемпе филиалсен ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хунине асӑрханӑ. Икӗ чӗлхен пӗр танлӑхне ҫурт ҫинче кӑна мар, информаци стенчӗсемпе вестибюльсенче тата коридорсенче те пӑхӑнмаллине палӑртнӑ вӗсем. Хальхи вӑхӑтра ун пек ҫырса хунисем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ иккен. Аслӑ шкулӑн сайтӗнче те чӑваш чӗлхи валли вырӑн ҫукраххине асӑрханӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |