Шупашкарта юпа уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивале чӑваш, акӑлчан, араб, китай, голланди, финн, эстони, португали, итали, корея, хинди, каталански, нимӗҫ, испани, туркмен, польша, тутар, таджик, украина, вьетнам тата ытти чӗлхепе пӗлекенсем пуҫтарӑннӑ. Сайра тӗл пулакан чӗлхесен хӑтлавӗ те иртнӗ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче адыгей, мальти тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азинчи гэлао чӗлхине асӑнмалла.
Фестиваль вӑхӑтӗнче чӑвашла-вырӑсла биллингивизма халалланӑ сайта тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ ушкӑнӗ темиҫе лекципе курнӑҫу йӗркеленӗ.
Аса илтеретпӗр, чӗлхесен фестивалӗ Шупашкарта 1996 ҫултанпа иртет. Ун йышши мероприятие Раҫҫейри хуласенчен кунта чи малтан йышӑннӑ. Фестивале республикӑн ҫамркӑсен эсперанто-ассоциацийӗ йӗркелет. Ӑна ирттерме тӗрлӗ министерство, ют чӗлхесен «Язык Успеха» шкулӗ тата Пӗтӗм тӗнчери волонтерсен «Содружество» центрӗ пулӑшнӑ.