Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чи лайӑх тӳре-шарана палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 26.12.2013 22:09 | 1406 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян республикӑри тата муниципалитетсен чи лайӑх тӳре-шарине чысланӑ. Конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.

Патшалӑх ӗҫченӗсен хушшинчи ҫакӑн пек ӑмӑрту республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта 19 патшалӑх органӗнчен 25 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитетсенче тӑрӑшакансем вара кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхине 48-ӑн хутшӑннӑ.

Республикӑн патшалӑх служащийӗсенчен ЧР Вӗренӳ министерствин шкул ҫулне ҫитменнисен тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Тамара Возняк пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин учёт пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Николаева, виҫҫӗмӗшӗнче — Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ӗҫ сыхлав пуҫлӑхӗ Кирилл Милюхин.

Муниципалитетсенче ӗҫлекен тӳре-шараран Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ольга Степанова ҫӗнтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ йӗркелӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Николаева иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн харӑсах икӗ ҫынна тивӗҫнӗ: Элӗк район администрацийӗн аталану, культура тата архив ӗҫӗн секторӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Никифоровӑна тата Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне Лилия Тарасовӑна.

Хула (ял) тӑрӑхӗсен специалисчӗсене те хакланӑ. Вӗсен хушшинче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Блинов пек маттурри ҫук тесе йышӑннӑ. Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Наталья Ефимова вара ку ушкӑнра иккӗмӗш вырӑна тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Роза Афанасьева.

#Комсомольски районӗ, #Пӑрачкав, #Елчӗк, #Элӗк районӗ, #Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #ӑмӑртусем, #тӳре-шара, #Муркаш районӗ, #Тукай ял тӑрӑхӗ

 

Комментари:

Migulaj // 2084.00.6830
2013.12.29 00:20
Сăнӳкерчĕкре каллех ют чĕлхепе çеç çырни мĕне пĕлтерет-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем