Наци вулавӑшӗнче кашни эрнере роботла техникӑн кружокӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Пӗрремӗш заняти нарӑсӑн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Кружока 8 ҫултан аслӑрах ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫӳреме пултараҫҫӗ. Проект йӗркӗлӳҫи — «Компьютер графикин академийӗ». Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ техника пулӑшӑвӗ парать. Кружок тренерӗсем пулас конструкторсене роботсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарнӑ. Малашне вӗсем ҫакнашкаллисене занятисенче пуҫтарма тытӑнӗҫ.
«Компьютер графикин академийӗ» 2013 ҫулта субсидие тивӗҫнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Правительстви хушма пӗлӗве тата ӑслӑлӑх-техника пултарулӑхне аталантармашкӑн уйӑрнӑ. Проект тӗллевӗ ачасене робототехникӑна вӗрентесси кӑна мар: кун пек майпа ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ. Занятисенче Lego Education Mindstorms EV3 ҫӗнӗ конструкторсемпе усӑ курӗҫ. Вӗсене федераци тата регион хыснисенчен уйӑрнӑ грант укҫипе туяннӑ.
Ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ кружокра роботсем тума, вӗсене программӑлама вӗренӗҫ. Вӑл библиотекӑн вӗренӳ центрӗнче вырсарникунсерен пулӗ. Унта кашниех тӳлевсӗр лекме пултарать. Хальлӗхе икӗ ушкӑн уҫма палӑртнӑ. Кружока ҫӳрес текен нумайлансан тепӗр ушкӑн та йӗркелӗҫ.