Кӑнтӑр Корейӑри ял хуҫалӑх продукцине валеҫекен савутра робот йӑнӑшпа ҫынна конвейер ленти ҫумне лапчӑтса хунӑ. Sky News хыпарланӑ тӑрӑх арҫын вилмеллех суранланнӑ.
Пӗр робототехника фирмӑн (ятне асӑнман) специалисчӗ валеҫекен центра ӑна тӗрӗслемелле тапратиччен робот датчикӗсен юсавлӑхне пӑхса илме ҫитнӗ. Роботӑн пахча ҫимӗҫ ещӗкӗсене поддонсем ҫине вырнаҫтармалла пулнӑ.
Пӑтӑрмах пулса иртнӗ Кенсан-Намдо провинцийӗн полицийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, робот техника специалистне ещӗк вырӑнне йышӑннӑ та «ирӗке тухма май памасӑр пичӗпе кӑкӑрне лапчӑтса» конвейер ленти ҫумне хӗстерсе хунӑ. Шар курнӑскере пӗр тӑхтамасӑр пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫапах та арҫын пурнӑҫӗ сурансене пула татӑлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем валеҫекен центрӗнче сотрудниксен хӑрушсӑрлӑхне мӗнле тивӗҫтернине хак парӗҫ. Пӑтӑрмахшӑн яваплӑ ӗҫченсем тӗлӗшпе хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ шайра туманшӑн, тен, пуҫиле ӗҫ те уҫӗҫ. Савут хуҫи шутланакан компанире разработчиксене системӑна ҫынна суранлама пултарасран лайӑхлатма ыйтнӑ.
АПШри Теннесси штатра электроэнерги расхутлас тӗлӗшпе хӑйне евӗр сӑнав тунӑ. Виҫӗ ҫуртра ултӑ ҫул роботсем пурӑннӑ. Вӗсем ҫыннӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнланӑ. Ку 2009–2014 ҫулсенче пулнӑ.
Ҫуртсенче куллен йӑла техники, телевизор, ытти электроприбор ӗҫленӗ, пӑрӑхсем ӑшӑннӑ. Ҫавӑн пекех темиҫе ҫын пурнӑҫне сӑнарламашкӑн сывлӑша ӑшӑ тата нӳрӗк кӑларакан ятарлӑ машина ӗҫленӗ.
Сӑнава мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха? Ҫуртсенчен пӗри ресурссене перекетлемен ҫемье пулнӑ. Иккӗмӗшӗ, хирӗҫ лараканни, пачах тепӗр майлӑ — йӑлтах перекетленӗ. Виҫҫӗмӗшӗ перекетлемен те, ытлашши расхутламан та — хӑйне май пурӑннӑ.
«Транжирсемпе» «экономистсен» коммуналлӑ счечӗсене танлаштарсан ҫакӑ паллӑ пулнӑ: иккӗмӗшӗсен, АПШри кил хуҫалӑхӗпе танлаштарсан, тӑкак 4 хут сахалрах.
Сӑнава ҫынсене хутшӑнтарман. Вӗсем вырӑнне роботсем пулнӑ, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем ҫуртсене кирек хӑш вӑхӑтра та кӗрсе пӑхасшӑн пулнӑ.
Наци вулавӑшӗнче кашни эрнере роботла техникӑн кружокӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Пӗрремӗш заняти нарӑсӑн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Кружока 8 ҫултан аслӑрах ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫӳреме пултараҫҫӗ. Проект йӗркӗлӳҫи — «Компьютер графикин академийӗ». Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ техника пулӑшӑвӗ парать. Кружок тренерӗсем пулас конструкторсене роботсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарнӑ. Малашне вӗсем ҫакнашкаллисене занятисенче пуҫтарма тытӑнӗҫ.
«Компьютер графикин академийӗ» 2013 ҫулта субсидие тивӗҫнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Правительстви хушма пӗлӗве тата ӑслӑлӑх-техника пултарулӑхне аталантармашкӑн уйӑрнӑ. Проект тӗллевӗ ачасене робототехникӑна вӗрентесси кӑна мар: кун пек майпа ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ. Занятисенче Lego Education Mindstorms EV3 ҫӗнӗ конструкторсемпе усӑ курӗҫ. Вӗсене федераци тата регион хыснисенчен уйӑрнӑ грант укҫипе туяннӑ.
Ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ кружокра роботсем тума, вӗсене программӑлама вӗренӗҫ. Вӑл библиотекӑн вӗренӳ центрӗнче вырсарникунсерен пулӗ. Унта кашниех тӳлевсӗр лекме пултарать. Хальлӗхе икӗ ушкӑн уҫма палӑртнӑ. Кружока ҫӳрес текен нумайлансан тепӗр ушкӑн та йӗркелӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультечӗн студенчӗсем тимӗр эрешмене «чӗртнӗ». Шухӑшласа кӑларнӑ ҫӗнӗ япала ултӑ уран утать.
Машиностроени факультечӗн кафедра доценчӗ каланӑ тӑрӑх, малашне ҫак робота куҫ ларасшӑн. Ҫапла майпа вӑл ҫынсене паллама тытӑнӗ. Дальномер пулӑшнипе вара робот тӗл пулакан пӑтӑрмахсенчен пӑрӑнма тата ытти ӗҫӗ пурнӑҫлама пултарӗ. Тимӗр эрешменсӗр пуҫне машиностроени факультечӗн студенчӗсен ытти ӗҫсем те пур. Анчах вӗсем халӗ республика шайӗнче иртекен тупӑшусене хатӗрленеҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсене ҫавӑн чухне ҫеҫ халӑха кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |