Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе театра!» акци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ҫамрӑксен театрӗ ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерет.
Акци ашшӗсене пӗлтӗрхи пекех килӗшнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗпе ачи театра пӗрремӗш хут килсе курнӑ. Вӗсем сцена ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑ.
Фойере хӑнасене Мулкачсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем олимп вӑййисем ирттернӗ. Тупӑшусене ашшӗсем те, ачисем те хастар хутшӑннӑ. Пурте хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн парнесене тивӗҫнӗ. Залра хӑнасене каллех парне кӗтнӗ. «Как Иван за море ходил» юмахри казаксем вӗсем валли кӑсӑклӑ конкурссем хатӗрленӗ.
Чи хаклӑ парне «Ылтӑн чӑх чӗппи» спектакль пулнӑ. Постановка чи хӑюллӑ, чи хастар, чи вӑйлӑ ашшӗсем пирки. Спектакле ятарласа ҫемьепе пӑхмашкӑн хатӗрленӗ. Вӑл сцена ҫинче нумай ҫул пырать.
Ачасем театра ытларах амӑшӗпе ҫӳреҫҫӗ. Акци пуҫарнӑ хыҫҫӑн ашшӗсем ытти спектакле килме те тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ каллех уява йыхравлать. Аннесемпе асаннесен уявӗ ячӗпе ирттерекенскерте вӑйӑсем, конкурссем тата «Мымренок» спектакль пулӗ.