Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Патӑрьелсем Улькка Эльменпе тӗл пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.03.2014 16:34 | 1407 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Патӑрьелти тӗп вулавӑшра вулакансем хушшинче Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки тӑрӑх конференци иртнӗ. Унта кӗнеке авторӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Юлия Силэм те хутшӑннӑ.

Улькка Эльмен — сӑвӑҫ тата прозаик. Вӑл — РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, Иван Ивник ячӗллӗ преми лауреачӗ. Улькка Эльменӗн хайлавӗсене халӑх килӗштерсе вулать. Ытларах ӑна «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Хӑрнӑ вӗрене», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Унӑн «Упраймарӑм сана…» ҫӗнӗ кӗнекине «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулта чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсне хутшӑнмашкӑн кӗртнӗ.

Вулавӑшри конференци тухӑҫлӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ. Мероприятие вулавӑшӗн таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова уҫнӑ. Наталия Ракова писатель пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӗнеке авторӗ те хӑйӗн пирки, малашнехи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Конференцие пухӑннисем кӗнеке геройӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Хайлаври геройсем расна: пӗрисене шелленӗ, теприсене ятланӑ. Чылай сӑнар пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама вӗрентет. Мероприятие хутшӑнакансем Улькка Эльменӗпе калаҫса чылай кӑсӑклине пӗлнӗ. Вулавӑша час-часах ҫӳрекен Лидия Васильева хӑйне «Упраймарӑм сана…» роман геройӗпе танлаштарнӑ: пӗрпеклӗх нумай.

Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна) Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ольга Геннадьевна виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ, халӗ ҫичӗ мӑнукӗпе йӑпанать.

Юлия Силэм Улькка Эльмен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартни вулакансен чӗрине пырса тивнӗ. Конференцие хутшӑнакансем вулавӑшра юратнӑ чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем ҫителӗксӗр пулнине пӗлтернӗ. Писательсемпе иртнӗ тӗлпулу кашнин кӑмӑлне кайнӑ.

#Патӑрьел, #Патӑрьел районӗ, #тӗлпулусем, #литература, #вулавӑшсем, #конференцисем

 

Комментари:

Migulaj // 5051-5729
2014.03.07 00:26
Сăнӳкерчĕкре ют чĕлхене кăмăлланине сăнама пулать.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.09 00:18
Патăръел сăмаха тĕрĕс çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем