Пуш уйӑхӗн 13–16-мӗшӗсенче Германири Лейпциг хулинче ҫулсерен иртекен «Leipziger Buchmesse» кӗнеке куравне Раҫҫей делегацийӗн йышӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ. Ярмӑрккӑна издательство ертӳҫи Валерий Комиссаров хӑй ҫитсе килнӗ.
Курава чӑвашсем «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии», «Чувашская кухня» кӗнеке-альбомсене, «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» ярӑмпа кӑларнӑ «Чувашская вышивка», «Чувашские вышивки и куклы Т. Шарковой», «Чувашский мир Терентия Дверенина», «Чувашская резьба по дереву», «Чувашское узорное ткачество» тата ытти кӗнекене илсе кайнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫей стенчӗпе пирӗн ҫӗршывӑн Лейпцигри Генконсульствин вице-консулӗ Маргарита Гореликова та паллашнӑ. Чӑвашра кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесене вӑл, сӑмах май, ырӑ сӑмахпа хакланӑ.
Ярмӑркка пынӑ вӑхӑтрах «Вулакан Лейпциг» фестиваль иртнӗ май вулакансемпе 300 ытла автор тӗл пулнӑ. Курава вара 160 пин ытла ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертӳҫин Валерий Комиссаровӑн шучӗпе Германири кӗнеке ярмӑркки чи малтанах — вулама юратакансен, ҫав шутра ҫамрӑксен, уявӗ. Яшсемпе хӗрсем вара Лейпцигран кӑна мар, Германири тӗрлӗ хуларан пухӑнаҫҫӗ-мӗн. Унтан та ытларах — кӳршӗллӗ ҫӗршывсенчен те. Германире пурӑнакан пирӗн ентешӗмӗрсенчен пӗри акӑ, Татьяна Никольская, Чӑвашра тухакан кашни ҫӗнӗ кӗнекенех сӑнаса пыма тӑрӑшнине, халӑхӑн пуянлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаканнисене туяннине пӗлтернӗ.
Нимӗҫсен наци вулавӑшӗнче И.Я. Тенюшевӑн «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ», Г.Ф. Орловӑн «Вестники зимы», Н.В. Симнуовӑн «Ан йӗр эсӗ, Лена», темиҫе автор пуҫтарӑнса кӑларнӑ «Городские и районные газеты» кӗнекесем вырӑн тупнӑ.
Сӑмах май, кӗнеке издательстви вӑл е ку кӗнекене ярса пама ыйтакан ҫыру тӑтӑшах илет иккен. Нумай пулмасть кӑна Германие Валентина Тараватӑн «Чарусӑр чӗри», Ордем Галин «Телейлӗ пулар», Геннадий Кирилловӑн «Йытӑпа сунарҫӑ» ятлисене ӑсатнӑ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.21 09:00 | |
Чăваш кĕнеке издательстви сăмаха чăвашла çырма май тупма çук пулĕ? |