Ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарта унта хутшӑннисен пухӑвне ирттернӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫӗршыва апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме самай пулӑшнӑ. Кӗске вӑхӑтра 43 миллион гектар ҫӗре сухаласа акса-лартма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре уҫма Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Савӑнӑҫлӑ пухура вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ, «ҫӗре чунтан юратнӑшӑн» тав тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич паян та ҫӗр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине, унпа тӗллевлӗ усӑ курмаллине палӑртса хӑварнӑ.