Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Кун пек пӗтӗмлетӗве асӑннӑ ведомствӑн порталӗнчи хыпарсенчен пӗринче палӑртсах каланӑ.
Пурлӑха тухӑҫлӑ усӑ курас вӑхӑт иртсен ӑна утилизацилеҫҫӗ. Анчах кун пек йышӑнӑва ахаль ҫын тумасть — ыйтӑва татса пама экспертсене шанаҫҫӗ.
Пурлӑхпа тухӑҫлӑ усӑ курассишӗнех ӑна пӗр хуҫаран тепӗр хуҫа аллине параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ министерство ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла туни уставра палӑртнӑ ӗҫ-хӗле рационаллӑ усӑ курма май парать. Ансатрах каласан, пӗр патшалӑх учрежденийӗ пӑрахӑҫланине тепри ним мар усӑ кураять.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра 91,2 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫман 11 единица пурлӑха тата 179,9 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫакан 155 пурлӑха (этем чӗлхипе каласан, ку вӑл транспорта пӗлтерет) пӗр балансран тепӗр баланс ҫине куҫарнӑ.
Пурлӑха параканнисем ытларах чух республикӑн Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем иккен.