Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин тӗп иммунологӗ-аллергологӗ Тамара Петрова ҫак кунсенче 70 ҫул тултарнӑ. Ҫичӗ теҫетке ҫул тултарнӑ ятпа ӑна Алла Самойлова министр саламланӑ.
Тамара Ивановна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӗсмелте (Октябрьскинче) тухтӑр ҫемйинче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта врачсен квалификацине ӳстерекен Хусанти институтӗнче клиника аллергологийӗн кафедринче ассистентра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр ултӑ ҫултан ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн педиатри кафедрин ассистентне суйланӑ, кӗҫех доцент та пулса тӑнӑ. Тамара Петрова ҫине тӑнипех асӑннӑ аслӑ шкулта клиника иммунологийӗпе аллергологийӗн кафедрине йӗркеленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 120 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, сывлӑх сыхлавне рационализаторла 2 сӗнӳ панӑ.