Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлӑ пулнине ватӑсем калатчӗҫ-ха. Вӗсен сӑнавӗ тӗрӗсех ахӑртнех. Акӑ республикӑра шӑрӑх самай аптӑратрӗ. Кун хыҫҫӑн хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр кӗрлеттерчӗ. Ҫумӑр ял ҫынннишӗн паха-ха. Анчах ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи аслатие, ҫиҫӗме пула вӑрманта пушар тухнӑ тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ.
Ҫак кун Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче икӗ пушар тухнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те — ҫиҫӗме пула. Ҫавна май вӑрманти ҫӗр ҫийӗ ҫунма тытӑннӑ. Ӑна сӳнтермешкӗн 5 техника тата 21 ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 0,52 гектар шар курнӑ. Телее, ку пушарсем вӑрман хуҫалӑхне сӑтӑр кӳмен.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче 7 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 19,86 гектар сиенленнӗ. Иртнӗ ҫул вара республикӑри вӑрмансенче пушар тухман.