Чӑваш Республикинче кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 40,6 тонна какай туса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан 0,2% нумайрах. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Аш-какай туса илесси кайӑк-кӗшӗке, сурӑха, качакана пула ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата сысна пусасси чакнӑ — 4% тата 11,1%. Пӗтӗмӗшле илсен, выльӑх-чӗрлӗх йышӗ чакнӑ: мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 0,2%, сысна — 8,9%, сурӑх тата качака — 2,6%, кайӑк-кӗшӗк — 3,6%.
Сӗт суса илесси 177,1 тоннӑпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсемпе танлаштарсан, 0,1% пысӑкрах. Республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсенче вӑтамран пӗр ӗнерен сӗт суса илесси 5,8% ӳснӗ, кӑтарту 1929 килогрампа танлашнӑ.
Кӑҫал 127,4 миллион ҫӑмарта туса илнӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 13,6% сахалрах.