Ҫурт-йӗр тӑвассипе пирӗн ҫӗршывра патшалӑхӑн ҫӗнӗ программи хута каять. Ӑна Раҫҫейӗн 45 регионӗнче пурнӑҫа кӗртмелле, ҫав йыша Чӑваш Ен те лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫурттӑвӑмминӗ хыпарланӑ тӑрӑх, программӑпа килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Хатӗр хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн сутлӑх хакӗ 30 пин тенкӗрен иртмелле мар.
Ҫурт-йӗр тӑвакан организацисене конкурс урлӑ палӑртӗҫ. Йӳнӗ хакпа хваттер сутса ҫука юласран (пӳрт купалакансем юрлӑ ҫынсем иккенне ӗненесех килмест те...) патшалӑх вӗсене укҫа уйӑрса пулӑшӗ. Пӗр тӑваткал метр пуҫне — 4 пин тенкӗ. Вӑл тупрана ҫурт-йӗре хӑпартнин хӑй хаклӑхне чакарас тӗллевпе уйӑрасшӑн. Ара, ҫутӑ кӗртме тӑратӑн-и, газ-и е шыв пӑрӑхӗ илсе килмелле-и — нихӑш ӗҫӗ те пысӑк тӑкаксӑр мар.
Кунта чи илӗртекенни — сутлӑх хак. Эконом-класлӑ хваттерсене метр тӑваткал метршӑн 30 пин тенкӗрен ытларахпа сутмалла мар.