Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пуҫлӑхсем утӑ ҫулассипе тупӑшнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.06.2014 00:19 | 837 хут пӑхнӑ
Республикӑра Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов

Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗн кунӗ иртнӗ. Шучӗпе хальхи – ҫиччӗмӗш. Ӑна Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта, Чавал текен тӑрӑхра, йӗркеленӗ.

Унта пырса ҫитнисем пӗрремӗш кунхине мероприятие официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн кӗҫех каҫхи апат хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑхӑтлӑх чарӑнма вӗсем палаткӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Палаткине те кашни тепринчен илемлӗрех йӗркелеме тӑрӑшнӑ-мӗн. Пырса ҫитнӗ кун ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинче спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ: воллейбол вылянӑ, мини-футбол, хутӑш ӑмӑртура тупӑшнӑ тата ытти енпе тупӑшнӑ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» тата «Ҫулсам, ҫава, сывлӑм чухне» конкурссем ыттисенчен уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче.

Утӑ ҫулакансем ҫак ӗҫе мӗнле пахалӑхпа тата епле хӑвӑртлӑхпа пурнӑҫлассипе, пакуссене епле вырнаҫтарса тухнипе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнӑ. Вырӑнти никама та хурламаҫҫӗ – пурте лайӑх ҫулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫумӑр пуҫланнине пула программӑпа малтанласа палӑртнине ҫав кун пурне те пурнӑҫлама май килмен те, ҫапах хӑш-пӗр ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Хутӑш эстафетӑра, акӑ, Вӑрнар район ушкӑнӗ палӑрнӑ, иккӗмӗшне комсомольскисем тухнӑ, виҫҫӗмӗшне – улатӑрсем.

Ӗҫпе хӳтӗленӗве хатӗррин нормативне пурнӑҫлассипе чутайсем мала тухнӑ, элӗксем – иккӗмӗш, етӗрнесем – виҫҫӗмӗш.

«Пӑхаттир пуҫлӑх» ята Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров тивӗҫнӗ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Самарин – иккӗмӗш, Етӗрне районӗнчи Мучар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Лапташкин – виҫҫӗмӗш. Утӑ ҫулассипе Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов палӑрнӑ.Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров унтан кӑштах юлнӑ. Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=69&id=60403 (425)

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем