Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.