Культура эткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене) упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине чӑваш парламенчӗ тишкернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 ӗскере шута илнӗ. Ҫав шутран 440-шӗ — республика пӗлтерӗшлӗ, 221-шӗ — федераци шайӗнче. 702 объектран 56-шӗ федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать, 36-шӗ — республикӑн, 80-шӗ — муниципалитетсен. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур.
Кӑҫал вунӑ ытла палӑка юсамалла. Ун валли федераци тата республика хыснисенчен 71 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ытларикунпа юнкун республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов культура эткерлӗхӗ шутланакан Етӗрнери ҫуртсене ҫитнӗ. Авалхи ҫав хулара кӑна, ав, 59 обьект вырнаҫнӑ. Унти тӗп вулавӑш хӑй вӑхӑтӗнчи Земство пухӑвӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1879 ҫултах тунӑ. Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ 1911 ҫулта туса лартнӑ куҫ пульницин ҫуртӗнче тӗпленнӗ. Пӗлтӗр музея юсама республика хыснинчен ҫур миллион тенкӗ уйӑрнӑ, районтан — 100 пин. Ҫапах та ку укҫа ҫителӗксӗррине кура республикӑпа районтан 390 пин уйӑрма палӑртнӑ. XIX ӗмӗрти хресчен хуҫалӑхӗн Тури Ачакри музейӗ те юсавҫӑсене кӗтет. 1984 ҫулта ӑна РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Аркадий Айдакӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. 1651 ҫулта хӑпартнӑ Ведени соборне вара юсама тытӑннӑ-ха. Ӑна йӗркене кӗртме федераци хыснинчен 30 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Енри пӗртен-пӗр тӗн училищи вырнаҫнӑ 1928 ҫулта туса лартнӑ хресчен ҫурчӗн никӗсӗ анса пынипе ҫурт стенисем ҫуркаланма тытӑннӑ. Ӑна юсама федераци хыснинчен уйӑрнӑ 10 миллион тенке шӑпах вырӑнлӑ пулса тухнӑ.
Сӑнсем (10)