Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Республикинчи чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.03.2009 19:00 | 2222 хут пӑхнӑ

Пушӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн иртрӗ.

Чи малтан комисси членӗсем унӑн ятне улӑштарчӗҫ. Енчен те малтан вӑл чӑваш чӗлхин нормисене йӗркелекен комисси пулнӑ пулсан, халӗ вара чӗлхе политикине йӗркелекен комисси пулса тӑчӗ. Кайран, пухӑннӑ пайташсем, комисси президиумне суйларӗҫ. Комисси тахҫантанпах ӗҫлеменнине кура вӗсен унӑн ҫӗнӗ Положенине те пӑхса тухма тиврӗ. Пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн комисси сӗннӗ Положенири йӑнӑшсене тӳрлетсе ӑна ҫирӗплетрӗ. Вӑл положенипе каярах уйрӑм сайтра паллашма май пулӗ. Ҫавӑн пекех ку ӗҫлӗ лару 2009 ҫулта мӗнле йытусемпе ӗҫлемелли плана пӑхса тухрӗ, сӗнӗвӗсене шута илсе ҫирӗплетрӗ. Сӑмах май ҫакна каласа хӑвармалла — комисси ҫулталӑкра тӑваттӑ пухӑнӗ. Тепӗр лару ҫу уйӑхӗнче иртӗ.

Комисси пайташӗсем шутне ҫак ҫынсене кӗртме килӗшрӗҫ:

* Чернова Галина Петровна — Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин Министрӗ. (председатель)

* Краснов Михаил Николаевич — Чӑваш Республикин культура, национальноҫпе информаци политикин тата архив ӗҫӗсен Министерствин халӑхсемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусемпе культура эткерне упракан пай пуҫлӑхӗ (председатель ҫумӗ).

* Дегтярев Геннадий Анатольевич — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑҫлӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхепӗлӗвӗ пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ (яваплӑ секретарь).

* Андреев Иван Андреевич — Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн профессорӗ.

* Андреева Евдокия АлександровнаИ.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗн деканӗ.

* Денисова Татьяна ВитальевнаИ.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗн декан ҫумӗ.

* Архипов Геннадий НиколаевичЧӑваш наци конгресӗн президенчӗ.

* Абрамов Валентин АлександровичЧӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.

* Виноградов Юрий Михайлович — Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин заведующийӗ.

* Леонтьев Алексей Петрович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн» тӗп директорӗ.

* Андреев Валерий ВасильевичИ.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

* Мидуков Владимир Петрович — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата наци политикин Комитечӗн председателӗ.

* Соловьева Галина Павловна — Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн заведующийӗ.

* Хузангай Атнер Петрович – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхепӗлӗвӗн пайӗн ертӳҫи.

* Скворцов Михаил Иванович — Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн профессорӗ.

* Егоров Николай Иванович — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑҫлӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхепӗлӗвӗ пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ.

* Павлов Сергей Лукьянович — «Хресчен сасси» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ, директорӗ.

* Алексеев Валерий НиколаевичЧӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ.

 

Ку ларура пӑхса тухнӑ пысӑк ыйтусем шутне чӑваш сасапаллийӗсене компьютерта усӑ курмашкӑн пӗрпеклетесси кӗчӗ. Экспертсенчен тӑракан ушкӑн (ку ушкӑна Владимир Андреев, Николай Плотников, Игорь Алексеев кӗчӗҫ) Юникод символӗсене усӑ курма сӗнчӗ. Вӗсене усӑ курса текстсем ҫырма май паракан пускӑч хӑмин сарӑмне тума палӑртрӗҫ. Ҫак сарӑма официаллӑ тата халӑх усӑ куракан сайтсенче вырнаҫтарма калаҫса татӑлчӗҫ. Ку сайтсенчен вара халӑх ирӗклӗн вӗсене уҫласа илме пултарӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#ларусем, #чӑваш чӗлхи, #саккун

 

Комментари:

Анонимла // 4477.6.3742
2009.03.14 12:31
Vyrasla pul' :(
2009.03.14 17:15
Аçтахар Плотников
Чăвашла иртрĕ. Хăшĕ-пĕри вырăсла калаçрĕ пулин те 80-90% чăвашла калаçрĕç.
Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.15 11:20
Migulaj çырать:
Кам вăл хăшĕ-пĕри?
Анонимла // 7200.3.2214
2009.03.15 14:18
Чернова
Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.15 16:49
Migulaj çырать:
Вара вăл (Чернова) Чăваш республикин çутĕç министĕрĕнчен вырăслатас министĕрĕ пулать пулĕ?
2009.03.16 09:40
Аçтахар Плотников
Пĕлмесĕр ма çырас? Чернова ку ларура пулман. Вырăсла калаçакансенчен Петрова Светлана Владимировна (ытларах çапах та чăвашла калаçрĕ) тата Игорь Алексеев (шрифтсем çинчен каласа пачĕ) пулчĕç. Игорь Алексеев чăвашла калаçманнишĕн вăл пире вырăслатма килнĕ тесе шутламалла-и вара пирĕн? Пурте пĕлетпĕр — апла мар.
Пĕр ним шухăшламасăр сăмах персе ларатăр...
Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.16 17:55
Migulaj çырать:
Чернова кунта пуман тăк мĕнле вăл ку комиссине ертсе пыма пултарать е иртнĕ чăваш чĕлхин нормисене йĕркелекен комисси пекех ячĕшĕн çеç пулать? Мĕнле ыйтусем палăртса хунă вара? Протоколне мĕнле чĕлхепе çырнă? Тата ку комиссирен ют чĕлхепе калаçакансене кăларса пăрахсан лайăхрах пулмасть-ши?
2009.03.16 22:39
Тÿрех шăртсене тăратса çĕтĕлсе кĕрсе ан кайăр-ха. Мĕн пысăкăш ĕç пуçарса тапратса ярас теççĕ те – мĕнпе пулăшас текен çук. Чăваш шрифчĕсемпе малашне нушаланас мар тесен паллах пире патшалăх политики ку ыйтупа конкретлă татса пани кирлĕ. Хăçантанпа пырать вĕт. Пĕр пеклĕх пулнине ним те çитеес çук. Ĕçлекенсене тата ĕçлес текенсене май çитнĕ таран пулăшасчĕ. Маттурсем вĕсем, чăваш маттурĕсем Владимир Андреев, Николай Плотников, Игорь Алексеев.
Кун пек çынсем пурришĕн хĕпĕртемелле-иç! Сывлăх пултăр вĕсене пуçланă ĕçе вĕçне çитерме!
Ырă сунса Евгений Майков.
2009.03.17 12:57
Аçтахар Плотников
Migulaj, сире Чернова пулсан та килĕшмест, пулмасан та килĕшмест. Тепĕр майлă каласан эсир яланах «хирĕç», сире майлă пулма питех те йывăр пулĕ :)
«Мĕнле ыйтусем палăртса хунă вара?» — сайт тума палăртса. Эпĕ хам енчен комисси сайтне туса парăп — ман енчен çавăн пек пулăшу пулĕ (вăл чăвашла тата вырăсла пулĕ /икĕ патшалăх чĕлхипе/).
«Тата ку комиссирен ют чĕлхепе калаçакансене кăларса пăрахсан лайăхрах пулмасть-ши?». Унта ют чĕлхепе калаçакансем çук. Пурте хăйсен чĕлхисемпе калаçаççĕ :) такамран кивçенле илнĕ чĕлхесемпе мар :)
Чăваш халăхĕ тĕнчере хăй пĕччен мар. Ыттисенчен пăрăнса, вĕсемпе хутшăнмасăр пурăнма пултараймасть.
Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.17 17:50
Migulaj çырать:
Эпĕ никама та хам майлă тума нихăçан та тăрăшман. Тăрăшмастăп та. Эпĕ яланах Чаваш республикинче тĕнчери Чĕлхе саккунĕсене усă курса пурăнасси пирки çеç каланă. Тата тепĕр хут аса илтеретĕп. Кунта пăхмалла: http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=3;t=2365;st=20
Чернова сирĕн пухура пулман пулсан мĕнле вăл сирĕн комиссине ертсе пыма пултарать?
Ку таранччен чăваш чĕлхине упраса хăварас комиссисем миçе пулнă? Мĕнле усă панă? Тата сирĕн комиссинре чăвашла кун ячĕсене арпаштарса çырмалли саккунсене шутласа кăларакансем пур-и? Пур пулсан вĕсем кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕш кунĕнчен шкулта чăвашла вĕрентме татах та сахалтарах пултараççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем