Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче пурӑнакан Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх. 60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑртан вӗренмелли пурах ҫав.
Вӗсем Канашра паллашнӑ. Николай Иванович ун чухне Канашри вӑрман промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗнче тиевҫӗре ӗҫленӗ. Юлия Тимофеевна унта Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкерен ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла Ивановсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ.
Ивановсем 8 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Мӑшӑр питӗ ӗҫчен, ҫынпа ӑш пиллӗ. Ивановсем тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑван «Канаш» колхозра тӑрӑшнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем, иккӗшне те Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн, мӑшӑр хисеплӗ юбилярсен кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Хисеплӗ мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламланӑ.
Сӑнсем (9)