Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Елчӗкре тӗш тырӑна ҫурри ытла ҫулса илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.08.2014 17:39 | 1571 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тетпӗр те, кӗрхи кун та питӗ яваплӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче тӗш тырӑ вырассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Паянхи куна илсен, Елчӗк районӗнчи хресченсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫурри ытла ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май каласан, ытти районпа танлаштарсан вырма лаптӑкӗ вӗсен — пуринчен пысӑкки, 20,6 пине яхӑн.

Тӗш тырӑна ҫулса илессипе ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем малта пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте вырмалли лаптӑкран 30 ытла проценчӗ ҫинчен ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Тӗшӗленӗ лаптӑк тӑрӑх пӑхсан та маларах асӑннӑ районсем малтисен ретӗнче. Хыҫалта хальлӗхе Улатӑр районӗ пырать. Ӗҫе вӑл 11,9 процент кӑна пурнӑҫланӑ.

Республикипе пӗтӗмӗшле илсен, тӗш тырӑна 75,8 пин гектар ҫинче тӗшӗленӗ, ку вӑл 27,3 процент тенине пӗлтерет.

Оперативлӑ кӑтартусем тӑрӑх пӑхсан, тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,4 центнера ларать.

#ял хуҫалӑхӗ, #вырма, #Елчӗк районӗ, #Улатӑр районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем