Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театрта — автобус ыйтӑвӗ те, укҫа теми те

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.08.2014 12:22 | 1189 хут пӑхнӑ
Культура Сцена ҫинче — театр ертӳҫи Юрий Владимиров, культура министр. Вадим Ефимов, театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев
Сцена ҫинче — театр ертӳҫи Юрий Владимиров, культура министр. Вадим Ефимов, театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев

Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппа пухӑвӗ иртнӗ. Иртнӗ ҫулхи евӗрех унта культура министрӗ Вадим Ефимов пырса ҫитнӗ. Мӗн тесен те Вадим Петровичшӑн ку ҫывӑх театр тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр — министра лариччен унта вӑл директорта тӑрӑшнӑччӗ.

Театр коллективне ҫӗнӗ сезон уҫӑлнипе саламланӑ май Вадим Петрович чӑваш сценин ҫӑлтӑрӗсенчен хӑшӗсене — СССР халӑх артистне Вера Кузьминана, РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевана тата Владимир Семенова — уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Вера Кузьминана — Хисеп орденне тивӗҫнипе, Нина Григорьевана — «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден илнӗ ятпа, Владимир Семенова — «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артсичӗ» хисеплӗ ятпа.

Ӗҫ пирки калаҫнӑ май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта плана ирттерсе пурнӑҫланине палӑртнӑ, вӑл 4 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ҫапах та кунпах лӑпланса лармалла мар, укҫа тӑвас енпе ҫӗршыври наци театрӗсен шайне ларас тесен тата тимлемелле.

Ҫитес ҫултан театрта юсав ӗҫӗсем малалла тӑсӑлмалла. Театрӑн гастроле ҫӳремелли автобусӗ кивелни пирки те сӑмах хускатнӑ. Анчах автобус тара илнишӗн укҫа уйӑрма палӑртаҫҫӗ иккен.

Ҫӗнӗ сезонта куракансене пилӗк премьера кӗтет. Чаршава юпан 3-мӗшӗнче юлашки темиҫе ҫулти евӗрех «Ялта» драмӑпа уҫӗҫ.

#театрсем, #академи драма театрӗ, #пухусем, #транспорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем