Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура каллех ҫынна таптанӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.09.2014 20:49 | 1500 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Паян, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, Пичет ҫурчӗ патӗнче каллех ҫынна ҫапса хӑварнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫнӑ чухне таптанӑ.

Инкек тӳснӗскере ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Хальлӗхе тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ кӑшт йывӑртарах пулнине пӗлтереҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах каҫхи 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 1972 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫуран ҫынсен каҫмалли вырӑнта ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Шевроле-Ланс маркӑллӑ урапа (автомобиль) кӗрсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Аса илтерер: Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатнӑ хыҫҫӑн Пичет ҫурчӗ патӗнчи чарӑнура унччен икӗ ҫынна таптаса кайнӑччӗ. Пӗр ҫын сурансене пула вилнӗ, тепри аманнӑ. Кӗркунне халь пур каҫмана пӗтерӗҫ — ҫынсен чукун ҫул хӗррипе каҫма тивӗ.

#пӑтӑрмахсем, #ҫул-йӗр, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/65082
 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.09.03 15:56
Тархасшăн "иномарка" тесе çырма чаранăр. Ун вырăнне автомашинă, автомобиль е тăватă урапаллă хатĕр тесе çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем