Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме тытӑннӑранпа 9 ҫул ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.09.2014 13:44 | 1631 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ Сайтӑн малтанхи сӑнӗ
Сайтӑн малтанхи сӑнӗ

Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 9 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Шӑп та 9 ҫул каялла Чӑваш халӑх канашлӑвӗ уҫӑлнӑччӗ (ку каҫӑпа эсир сыхланса юлнӑ чи кивӗ темӑпа паллашма пултаратӑр). Хӑй вӑхӑтӗнче эпир ҫак куна Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ пек йышӑнтӑмӑр. Ун хыҫҫӑн пирӗн порталӑн сайчӗ ӗҫлесе кайрӗ (юпа уйӑхӗнче), сӑнсен галлерейи тата ытти пайсем. Пирӗн портал унтанпа электронлӑ вулавӑшпа, электронлӑ сӑмахсарсемпе, мероприятисен, кун пулӑмӗсен пайӗсемпе пуянланчӗ. Сайт сӑнӗ те ҫулран ҫул улшӑнса пычӗ (хыпар ӳкерчӗкӗнче эсир сайтӑн малтанхи сӑнне курма пултаратӑр). Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн пирӗн порталран хӑш-пӗр пайсем ҫухални те пулчӗ — сӑмахран, юрӑсем уҫласа илмеллине эпир хупрӑмӑр (хальхи вӑхӑтра вӗсене ытти чылай сайтра уҫласа илме май пур).

Паянхи кун эпир сире валли сайтра информаципе ытларах тивӗҫтерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавна май пирӗн темиҫе хыпарҫӑ ӗҫлет. Ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла пайра та хыпарсене ҫӗнетсе тӑма пуҫласшӑн.

Ҫитес ҫул пирӗн портал 10 ҫул тултарӗ, ҫавна май эпир ҫӗнӗ конкурссем йӗркелеме тӗв туса. Ҫитес вӑхӑтра чӑвашла сайтсен конкурсне хута ярӑпӑр (ҫӗнтерӳҫӗсене тепӗр ҫул чыслӑпӑр). Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул Раҫҫейре литература ҫулталӑкӗ, республикӑра Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ пулнӑран черетлӗ литература конкурсне пуҫарӑпӑр. Ун ячӗ «Тӗнче ман тавра ҫаврӑнать» ятлӑ пулӗ. Паллах, сайтра та улшӑнусем пулаҫҫех — планласа хунисем шутне баннерсен системине хута ярасси, сайт пуҫелӗкне ылмаштарасси тата ытти кӗрет.

Пирӗн портал 9 ҫул тултарнӑ ятпа эпир ҫак вӑхӑтра хутшӑннӑ кашни ҫынна тав тӑватпӑр, эсир малашне те пирӗнпе пуласса шанатпӑр.

#Литература ҫулталӑкӗ, #сайтсем, #канашлусем, #тӗнче тетелӗ, #конкурссем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем