Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш Енре Хорлопа Сокто пирки фильм ӳкересшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.09.2014 13:28 | 1615 хут пӑхнӑ
Культура Марат Никитин
Марат Никитин

Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха?

Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать.

Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ.

Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай. Марат ҫурла уйӑхӗнче республикӑна килнӗ, районсем тӑрӑх ҫӳренӗ те вырӑнсене сӑнанӑ.

Харло сӑнарне Хусанти хӗр калӑплӗ. Сакто — Чулхуларан. Эпизодсенче Чӑваш патшалӑх драма театрӗн тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем пулӗҫ. Ытти тӗп роль Мускаври актерсене те лекнӗ. Авӑнӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ене ӳнерҫӗсемпе постановщиксем килӗҫ, объектсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Фильм 1 сехет те 20 минута тӑсӑлмалла. Ӑна кинофестивальре кӑтартма палӑртнӑ. Кун пек картинӑсене прокатчиксем кӑмӑлламаҫҫӗ. Ку фильм философиллӗ-ҫке-ха, пуҫа шухӑшлаттарать.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Красноармейски районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Чулхула, #кино, #Канаш, #Йӗпреҫ, #фильмсем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/463
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем