Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Аслӑ Елчӗк 455 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 28.09.2014 14:07 | 1645 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлани пирки ҫырнӑччӗ. Халӗ тата Аслӑ Елчӗк ялӗ 455 ҫулхине пуҫтарӑннӑ. Уява вӗсем эрнекун ирттернӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи нумай ялти евӗрех вӑл енчисем уява чиркӳре пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Елчӗкре те ҫавӑн пек пулнӑ. Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче уяв литургийӗ иртнӗ. Унта пынисене Максим пачӑшкӑ ял уявӗпе саламланӑ. 11 сехетре тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Эстафетӑна шкул ачисем кӑна мар, урамсен командисем те старта тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти информаципе культура центрӗнче ал ӑстисен куравӗ ӗҫленӗ. Сӑмахран, унта Галина Тимофеева, Елена Антонова, Нина Григорьева тата Александра Игнатьева хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.

Уяв ячӗпе кашни урам хӑйӗн сӗтелне хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Тябуков урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем нацм тумне тӑхӑнса тухнӑ.

Уявӑн официаллӑ пайне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов (вӑл Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ) пырса ҫитнӗ.

«Аслӑ Елчӗк ялӗн хисеплӗ ҫынни» ята «Спутник-1» ООО пуҫлӑхӗ Василий Чернов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ялти хӑтлӑ вырӑнсен смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку енпе Первомайски урамӗ, Зинаида Патшина хушма хуҫалӑхӗ, Дзержинский урамри ҫӑл ҫӗнтернӗ.

Сӑнсем (52)

#Аслӑ Елчӗк, #ял уявӗсем, #конкурссем, #Елчӗк районӗ, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем