Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 28.09.2014 15:13 | 1513 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ.

Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ.

Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Ҫӗмӗрле, #Улатӑр, #Улатар районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Парачкав районӗ, #конкурссем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем