Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валентина Элпи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.09.2014 20:37 | 2296 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен пӗри Валентина Элпи уйрӑлса кайнӑ. Вӑл чи ватӑ ҫыравҫӑ шутланатчӗ — ҫитес кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче 102 ҫул тултармаллаччӗ.

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе ыран, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, 12 сехетре сывпуллашма май пулӗ. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 47а ҫуртра вырнаҫнӑ хулан ритуаллӑ службине ҫитмелле.

Элпи Валентина Андреевна (чӑн хушамачӗ Андреева) Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкассинче 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 31-мӗшӗ) ҫуралнӑ. Тӑван ялти пуҫламӑш шкулта, Кавалти сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах унта пӗлӳ илме май пулман. Тӗрлӗ хаҫат редакцисенче ӗҫленӗ, 30 ҫул хушши — 1938–1968 ҫулсенче — Радиокӑларӑмпа телевидени комитетӗнче ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен редакторӗ пулнӑ.

Литературӑри пултарулӑха 1946 ҫулта пуҫланӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен» хаҫатсенче кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш кӗнеки, «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» ятлӑскер, вырӑсла Мускавра 1956 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Пурӗ 20 ытла кӗнеке авторӗ. Валентина Элпи хайлавӗсем ытти ҫыравҫӑсенче вӗсенче ытларах енӗпе чӑвашла ятсемпе усӑ курнипе уйрӑлса тӑрать. Пирӗн сайтри электронлӑ вулавӑшра эсир унӑн «Пепке ҫуралсан...», «Пулас кинсем» кӗнекисемпе паллашма пултаратӑр.

#Тӑвай районӗ, #Кивӗ Пуянкасси, #ҫухатусем, #Кавал, #Шупашкар

 

Комментари:

Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 22:02
Agabazar
<<1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах унта пĕлӳ илме май пулман.>>

Мĕншĕн май пулман-ши?
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.30 12:08
Йывăр тăпри çăмăл пултăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем