Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юраткансемшӗн ӗнер чӑннипех те пысӑк уяв пулчӗ. Театр черетлӗ сезон уҫрӗ. Юлашки темиҫе ҫулхиллех — Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх театрӑн ӳнер ертӳҫи Валерий Яковлев лартнӑ драмӑпа. Хупма та, уҫма та ҫав спектакле суйлани куракан йӑлӑхтарса ҫитерменни тулли зала пӑхсан куҫкӗрет. Партер та, балкон та лӑк тулличчӗ. «Туйне курассишӗнех килтӗм», — текенсем те пурччӗ залра. Мӗншӗн ҫак спектакле суйлани пирки Валерий Яковлев тӗп режиссерӑн хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ: пӗрремӗшӗнчен, «Ялтана» халӑх юратать, иккӗмӗшӗнчен, унта мӗнпур актер вылять.
Спектакль пуҫланас умӗн театрӑн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ Юрий Владимиров кӑҫалхи плансемпе паллаштарчӗ. Юпан 8-мӗшӗнче куракансене театр премьерӑна йыхравлать. Ун чух Антон Чеховӑн «Дети Ванюшина» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Ашшӗн ачисем» спектакле кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул валли яланхиллех юмах лартӗҫ. Репертуарти ҫӗнӗ ӗҫсен шутӗнче хальхи вӑхӑтри тата классик авторсен ӗҫӗсем те пур. Сӑмахран, Владислав Николаев журналистӑн «Манра Пихампар чунӗ» спектакль. Е тата Марина Карягина тележурналистӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх лартнӑ ӗҫ. Вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ҫитес ҫул 120 ҫул ҫитнӗ май Иакинф Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» ӗҫне куракан патне ҫитерӗҫ. Ку вӑл — ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче.