Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Лапсар ял тӑрӑхӗнче Акатуй иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.06.2009 21:31 | 2852 хут пӑхнӑ

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.

 

Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.

Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Ксения Анатольевна уява йӗркелес ӗҫе те хастар хутшӑнчӗ — парнесем парас ӗҫре пулӑшрӗ.

Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Афанасьев 2008 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ: кашни яла халӗ асфальт ҫул ҫитет, Ҫӑтракассипе Лапсарта ӑпӑр-тапӑр тӑкнӑ вырӑнсене тӑпрапа хупласа йывӑҫсем лартнӑ. Кӑҫал та ҫул сарас ыйтупа самай ӗҫлемелли пирки каласа хӑварчӗ — ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вырнаҫнӑ урамри ҫула сармалла, тата ҫын утмашкӑн тротуар хывса пӗтермелле. Ыр сӑмахпа «Парне» халӑх юррипе ташши ушкӑнне, тата ял тӑрӑхӗн ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫынсене асӑнчӗ, вӗсене хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗ.

Малалла уява «Янташ» ушкӑн тӑсрӗ — хӑйсен юррипе тата кулӑшӗпе халӑха савӑнтарчӗ. Эстрада ушкӑнӗн юррисем халӑх кӑмӑлне кайрӗҫ — вӗсем юрланӑ вӑхӑтра халӑх ташларӗ, юрларӗ. Юратнӑ артистсене халӑх юрӑ хыҫҫӑн юрӑ юрлаттарасшӑн пулчӗ. Юлашкинчен «Янташ» ушкӑнӗн ертӳҫи Никитин та чӑтаймарӗ, ушкӑна кӗрекен юрӑҫсемпе пӗрле хӑй те тухса юрӑ юрласа пачӗ. Ҫапла кӑмӑллӑ кӗтсе илнишӗн «Янташ» ушкӑнӗ тепер ҫул та килме сӑмах пачӗ.

Уяв футбол ӑмӑртӑвӗпе вӗҫленчӗ. Унта пурӗ 4 команда хутшӑнчӗ.

 

Уяври сӑнӳкерчӗксем

#Чӑркаш, #Хӗрлӗ Ҫыр, #Ҫеньял, #Ҫатракасси, #Ойкасси, #Карачура, #Вӑрманкас, #Асакасси, #Лапсар, #Янташ, #Акатуй, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #шкулсем, #ушкӑнсем, #уявсем, #футбол, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем