Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе, чаплӑ купӑспа таврӑннӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
«Хула ачисене тӑван ӳнере юратса хисеплеме вӗрентекен хастар та пултаруллӑ чӑваша, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне чун-чӗререн саламлатпӑр!» — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.
Пултаруллӑ культура ӗҫченӗнчен Марина Карягина интервью илнӗ. Ҫав телекӑларӑм эфира тунтикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 30 минутра тухӗ. Передачӑна «Россия 1» канала кӑтартӗ.
«Жар Птица» вырӑс халӑх каналӗ (кун пекки те пур иккен. — Т.Т.) Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсемпе паллаштарӗ. Ку хыпара Александр Ганичев хуткупӑсҫӑ «Контактра» пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ каналта пирӗн тӑрӑхри Родион Петров купӑсҫӑпа, «Ямаш» тата «Шуҫӑм» пултарулӑх ушкӑнӗсемпе паллаштарӗҫ.
Кӑларӑм эфира темиҫе хутчен тухӗ: раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 тата 22 сехетсенче, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 12 тата 18 сехетсенче, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 12 тата 18 сехетсенче.
Кӑларӑма Александр Ганичев тата Сергей Ижукин ертсе пырӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче Екатеринбургри ачасем пулнӑ. Вӗсем — арҫын ачасемпе яшсен «Созведие» ансамбльне ҫӳрекенскерсем. Асӑннӑ ушкӑн – пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи ҫак хӑйне евӗр музейпа кӑмӑлтан тата кӑсӑклансах паллашнӑ.
Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, чи кӑмӑлли тата хавасланмалли вара урӑххи. Арҫын ачасемпе яшсем чӑвашла юрласа савӑнтарни. Кун пирки Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музей директорӗ Альберт Сергеев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ, ҫавна ҫирӗплетсе видкео вырнаҫтарнӑ.
Ачасем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрра шӑрантарнӑ.
«Чӳречине яри те уҫса ярар
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине,
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине.
Атя уҫса яр, умне пырса лар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар» — янӑратнӑ Екатеринбургри арҫын ачасемпе яшсем.
Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Чӑваш патшалӑх автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа «Пӗрле» клип ӳкернӗ. Ӑнӑ Ютуб каналта https://youtu.be/e5swZFPuxc8 курма пулать.
Нумай пулмасть хатӗрленӗ клипра филармонин «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ ӳкерӗннӗ.
«Пӗрле» юрра эпир пурте аван пӗлекен пултарулӑх ушкӑнӗ ҫырнӑ. Сӑвви — Борис Чиндыковӑн, кӗвви — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Казаковӑн. Пултаруллӑ ҫак икӗ ҫын унччен те сахал мар хитре юрӑ хайланӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, драматург тата поэт Борис Чиндыков «Нарспи» мюзикл либреттине те ҫырнӑччӗ.
Чӑваш пукане театрӗнче «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑтлӑ зал лӑк тулли пулнӑ.
«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ — Пӗтӗм тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Шупашкарти ушкӑна Диана Сусарина ертсе пырать.
Пултарулӑх коллективӗнче — пуян опытлӑ артистсем, ҫав шутра аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем.
«Шуҫӑм» ансамбль юлашки ҫулсенче пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пуянланса пыраҫҫӗ. Ушкӑна 2003 ҫулта йӗркеленӗ. Унтанпа ансамбль Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи ялсенче, Пушкӑртстанра, Дагестанра, Молдовӑра, Украинӑра, Турцире, Финляндире, Германире, Францире тата ытти ҫӗршывра пулнӑ.
«Шуҫӑм» артистсен репертуарӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартасси те пур.
Чӑваш Енӗн ҫар комиссариатне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.
Ушкӑнӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн явапли тесе Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе тӑрӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи пулма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева шаннӑ. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин — ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫин ҫумӗ. Ушкӑн ертӳҫин тепӗр ҫумӗ — ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева. Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче ытти ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакансем те пур.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле пирӗн республикӑра альбом кӑларӗҫ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫавӑн пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ документра каланӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ ушкӑна йӗркелессишӗн тата ытти енӗпе пулӑшса тӑрассишӗн республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви яваплӑ.
Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи — ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов. Ертӳҫӗн ҫумӗсем — ЧР цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Михаил Анисимов тата экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Павел Иванов.
«Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн криминалистика уйрӑмӗ пулӑшнипе «Следствие преступление уҫӑмлатма пулӑш» ушкӑн уҫӑлнӑ. Ӑна vk.com/public76252984 адреспа тупма пулать.
Йӗркелӳҫӗсем преступлени пирки мӗн те пулин пӗлекенсене кун пирки систерме ыйтаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пабликра халӑх тетелӗнчи ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе консультаци илме, Шупашкарта, Чӑваш Енре пулса иртекен ӗҫсем пирки пӗлме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ҫынсем тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк, видео яма пултараҫҫӗ. Йӑлтах — анонимлӑ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |