Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш тӗнчинче» 10 пин ытла сӑнӳкерчӗк!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.07.2009 09:26 | 2377 хут пӑхнӑ

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.

Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.

Сӑн галерейинче ыттине те тупма пулать: музейсенчи сӑнсем (10 ытла музей), тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем (юбилейсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, конкурссенче, концертсенче, уявсенче). Чӑваш Енсӗр пуҫне эсир ҫавӑн пекех Самар облаҫӗнчи, Тутарстанри, Пушкӑртри сӑнсемпе паллашма пултаратӑр! Хутшӑнакансем те сахал мар сӑнӳкерчӗк кӗртнӗ — 1 500 ытла!

Интереслӗ? Кӗрсе курӑр — http://gallery.chuvash.org!

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗрпӳ, #Карачура, #Муркаш районӗ, #Йӑршу, #Атайкасси, #Янту, #Явӑш, #Качакасси, #Яранкасси, #Кивпулӑх, #сайтсем, #Шупашкар районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Красноармейски районӗ, #Октябрьски, #музейсем, #мероприятисем

 

Комментари:

Пайтул // 3931.16.3144
2009.07.19 21:30
Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче сăн галерейи Шупашкар районĕнчи ял сăнĕсемпе пуянланнăшăн савăнтăм. Анчах Мăнал (Янгильдино) ял ятне Кармаш тесе куçарнăшăн пăртак кулянтăм. Йăнăша тÿрлетмеллех...
2009.07.20 17:53
Аçтахар Плотников
http://zakupki.cap.ru/kladr/NP_Passport1.aspx?V=1364 — кунта Кармаш тенĕ те... Хамран илмен эп.
Чăваш картти çукки, паллах, самай япăх. Вăл ял Мăнал ятлине илтнĕччĕ-ха (ара, пирĕн тăрахран инçе те мар та). Халĕ кĕнекепе тĕрĕслерĕм — чăнах та Мăнал. Лешĕсем сайта кĕртнĕ чухне йăнăшнă курăнать. Юсатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем