Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш наци конгресӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗлемелли мелсем шырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.10.2014 21:12 | 2779 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ.

Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ.

Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшӗсене Иванов Виталий Петрович ӑсчах, ЧНК-ан Шупашкарти уйрӑмӗн ертӳҫи Бахмисов Эдуард Константинович, Никифоров Геронтий Лукианович тата ыттисем пӗлтерчӗҫ. Вӗсен сӗнӗвӗсене кӗскен илсе парсан ҫаксене палӑртмалла:

• пирӗн Чӑваш чӗлхине аталантарма йышӑннӑ патшалӑх программи пур. Ҫывӑх вӑхӑтрах ӑна тишкерсе тухса министерствӑсене (ӑна вӗренӳпе культура министерствисем хатӗрленӗ пулас) ыйту тӑратмалла: мӗн пурнӑҫланнӑ, ӗҫсем епле пыраҫҫӗ, мӗн туманнине хӑҫан пурнӑҫа кӗртме шухӑшлаҫҫӗ т. ыт. те.

• ФГОС текен япала шкул программине шкулсене хӑйсене йӗркелеме парать пулсан директорсене пухса калаҫмалла.

• хӑшӗ-пӗри ҫыру ҫырнин усси ҫук терӗ пулин те теприсем вӗсен витӗмӗ пурри ҫинчен аса илтерчӗҫ. Ку ыйтупа пуҫлӑхсем патне ҫырусем ҫитермеллех терӗҫ.

Ҫавӑн пекех ларура чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шкулсенчи тӗрлӗ пӑтармахсене илтме май пулчӗ. Хӑшӗ-пӗри сӑмахран, 6 кунлӑха хӑварнӑ пулин те чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене ҫавах чакарнӑ (сӑмах Канаш районӗнчи пӗр шкул пирки пулас, хӑшӗ пирки тӳррӗн каламарӗҫ). Элӗк районне илес пулсан, шӑв-шав ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн вӗсен патне вырӑнта тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе вӗренӳ институтӗнчен пырса кайнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсене пухса ӗҫрен кӑларса ярассипе асӑрхаттарнӑ имӗш. Красноармейскинчи тӗп шкулта тата пуҫламӑш класра пушшех те чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн пулман имӗш, анчах шӑв-шав хыҫҫӑн лару-тӑру улшӑннӑ пулас.

Пӗтӗмлетнӗ май пухӑннисем ытти сӗнӳсенчен ытларах Николай Угаслова Чӑваш Ен Элтеперӗпе тӗл пулса калаҫмаллине ырларӗҫ. Вӑл пуринчен те ытларах витӗм кӳрӗ терӗҫ.

Чӑваш чӗлхине упраса аталантармалли план валли сӗнӳсем пулчӗҫ, анчах тӗплӗн ҫырса илме май килменрен хальхи самантра вӗсемпе паллаштармӑпӑр. Вӗсене каярахпа ЧНК сайтӗнче вырнаҫтараҫҫех пулӗ, унта паллашма пулӗ.

Чӑваш чӗлхине вӗрентесси тавра ҫывӑх вӑхӑтра тата та мероприятисем пулмалла: ку ыйтӑва ҫитес Президиум ларӑвӗнче хускатмалла (вӑл тепӗр эрнере пулмалла пулас, унта министр тавраша та чӗнесшӗн); чӳкӗн 27-мӗшӗнче гуманитари институтӗнче наци шкулӗн методисчӗсене пухасшӑн, вӗсемпе канашлу ирттересшӗн.

Сӑнсем (5)

#Красноармейски, #ЧПГӐИ, #вӗренӳ институчӗ, #шкулсем, #ЧНК, #чӑваш чӗлхи, #Канаш районӗ, #Элӗк районӗ, #Шупашкар

 

Комментари:

Migulaj // 6991.0.2234
2014.10.21 22:25
Чăваш чĕлхине хӳтĕлеме Патшалăх шайĕнче ĕçсем пулмалла. Эпĕ кунта тахçанах ăна мĕнле йĕркелесе ямалли пирки тĕнчери тĕслĕхсемпе кăтартнăччĕ. Çав ĕçсене Патшалăх шайĕнче тăваймастпăр пулсан нимĕн те пулмасть.
анюк // 3365.65.7665
2014.10.22 07:48
Чăваш чĕлхине аталантарма йышăннă патшалăх программи пурнăçра мĕнлерех ĕçленине вĕрентӳ ĕçĕнче тимлекенсем кăна тĕрĕссине калама пултараççĕ(енчен те ĕç вырăнне çухатасран хăрамаççĕ пулсан).ФГОС программи пирки те çаплах. Канашлаççĕ,çыраççĕ,пуху тăваççĕ-усси...кам валли...пуш сăмахсем кăна,ĕçĕ курăнмасть. Аялтан пуçламалла пек туйăнать:вĕрентекенсем-шкул директорĕсем-вĕрентӳ пай пуçлăхĕсем-вара тата çӳлерех.Кашни вĕрентекен шухăшне илтме тăрăшмалла.Ыйтăмра вĕсем анонимно пулсан веçех каласа пама пултарĕç...Леш президент текеннине те чĕнмелле ,илттĕр халăх шухăшне, хĕрелтĕр пичĕ кăштах...хĕрелме пĕлет пулсан...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.22 12:13
Малтан шкула кайса çӳрĕр пĕр-ик эрне.Кам вĕренесшĕн, кама кирлĕ чăваш чĕлхи шкулта? Çавна ăнланса илмесĕр калаçни пустуй сывлăш хускатни çеç.Чăваш çемьинчен тухнă ачасем вĕресшĕн мар, вара ыттисем пирки мĕн каламалла? Кунта хамăра улталамалла мар, реальнă калаçу пулмалла. Çавра сĕтелре калаçакансенчен камăн ачи чăвашла пуплеть? Аçтахар шутра мар, вăл хăйĕншĕн тăрăшать пулмалла.
Agabazar // 1643.4.0448
2014.10.22 12:58
Agabazar
Меслет пыйтă вĕлерме пулăшнă тет...
анюк // 1875.63.5034
2014.10.22 14:03
Чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне чăваш мар ачана ăнлантарма питĕ йывăр.Чăваш ачине те чăваш чĕлхи кирлĕ мар, унăн кирлĕлĕхне курмаççĕ.Витĕмлĕ ĕçсем кирлĕ.Тата чăвашсене хисеплени чи малта тăрать.Ачасем президент калаçнинчен кулаççĕ пулсан, чăваш çынни калаçнинчен кулаççĕ.Çак пулăм нумай çинчен калать...
2014.10.22 16:23
Аçтахар Плотников
Бор, ара вырăссем хăйсен чĕлхине хистесе вĕрентнишĕн никам та пĕр сăмах та чĕнмест-çке. Эсĕ пур — чăваш чĕлхине кирлĕ текеннисене кăна вĕренттересшĕн... Малтан туса пар 90% теле- радио- эфир чăвашла, кайран палка апла.
Реальнă калаçу мĕн? тупăка кайса пăрахмалли пирки калаçмалла-им?
2014.10.22 17:15
Аçтахар Плотников
«Аçтахар шутра мар, вăл хăйĕншĕн тăрăшать пулмалла.»
Чăн та хамăншăн! Ĕç-пуç малалла та капла пырсан чăвашла эп никампа та калаçаймăп! Вăт тăрăшатăп та. :)
Agabazar // 2296.6.8490
2014.10.22 18:24
Agabazar
Малалла кунта çырсан малтанхи пĕлтерчĕксем çухалма тытăнаççĕ. Мĕншĕн тесен кунти лаптăк вĕçĕ-хĕррисĕр мар. Татах та çырас тесен урăх тĕлте вырăн шырама тивет. Çакна шута илер тархасшăн. Е Admin улшăнусем кĕртме ĕлкĕрнĕ-ши ку тĕлĕшпе сайта?
Чăн чăваш // 5055.1.7378
2014.10.23 12:38
Чăваш чăвашла калаçмасан чăваш мар... Чĕлхене вĕрентме пăрахсан чăваш кĕнеки те, радиовĕ те, телевиденийĕ те, хаçачĕ-журналĕ те, республики хăй те кирлĕ мар пулса тухать... Эсир çапла тăвасшăн-и? Эп кунпа пĕртте килĕшместĕп.
петр // 5059.3.5746
2015.02.24 18:58
Чӑвашлӑхшӑн эпир тӑрӑшмасан, пирӗн ҫитес ӑрӑвсем те хавшак пулаҫҫӗ. Пӗр ҫӗршывӗ ватрӑмӑр ӗнтӗ хамӑрӑн чӗлхерен вӑтанса.Ҫитет пуль эрех ӗҫсе. Чӑваш пулни, чӗлхине вренни,пӗлни никама та сиен кӳмен.
1800-1900 ҫулсен хушшинче чӑващ халӑхӗ ӳсет 4-хут.
Вӑйлӑ халх чысне сутас мар. Вренмелле,вренмелле, вренмелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем