Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Сумлӑ канаш чӑваш чӗлхин нушисемпе кӑсӑкланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.10.2014 21:31 | 1189 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Шупашкарти чарӑну ячӗ / «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинчен
Шупашкарти чарӑну ячӗ / «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинчен

Ӗнер гуманитари ӑслӑлӑхне аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн (2012 ҫулта йӗркеленӗ) черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директор ҫумӗ Геннадий Николаев, институтӑн ертсе пыракан ӑсчахӗ Геннадий Дегтярёв тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычӗ.

Калаҫу виҫӗ ыйту тавра пулчӗ: археологи палӑкӗсене паспортласси, чӑваш чӗлхин фразеологи словарьне кӑларасси тата «Чӑваш Республикинче чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси.

Фразеологи словарьне (автор — Фёдоров Георгий Иосифович) илес пулсан ӑна килес ҫул пичетлесе кӑларма палӑртаҫҫӗ. Ҫак сумлӑ ӗҫ 45 автор листи йышӑнать, е тепӗр май — 900 страница ытла.

Чӑваш чӗлхи пирки калакан саккуна республикӑра икчӗлхелӗхе аталантарма, чӑваш чӗлхине ҫул уҫма йышӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Юрий Исаев ҫак саккуна сӗмсӗррӗн пӑснине, урамри кӑтартмӑшсенче час-часах чӑвашла ҫырма маннине палӑртнӑ. Тӗслӗх пек вӑл тӗнче тетелӗнчи «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене те илсе кӑтартнӑ. Институт директорӗ хӑйӗн сӑмахӗнче патшалӑх предприятийӗсен (сӑмахран, «Раҫҫей Почти»), депутатсем халӑха йышӑнакан пӳлӗмӗсен, пульницасен, ҫавӑн пекех прокуратурӑн (!!!) ячӗсене вырӑсла ҫеҫ ҫырнине пӗлтернӗ. Парксенче, ача-пӑча канмалли лапамсенче те пӗр вырӑс чӗлхи кӑна юлнӑ. Уйрӑммӑн Шупашкар урам ячӗсене йӑнӑшпа ҫырни пирки чарӑнса тӑнӑ.

Ҫак ҫитменлӗхсене хулан тӗп архитекторӗ Мамуткин Вениамин Викентьевич йышӑнчӗ. Канаш пайташӗсем хула администрацин тытӑмӗсене ҫак ыйтӑва пур енлӗ сӑнаса тӑма, йӑнӑшсене вӑхӑтра тӳрлетме сӗнчӗҫ.

#Шупашкар, #ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #транспорт, #ҫурт-йӗр

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.29 23:19
Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче упраса хăварас кăмăл пулсан ăна Патшалăх çурчĕсенчен тытăнмалла. Çакна тумасан ытти ниме те пĕлтермест. Чăваш чĕлхи çухалать Чăваш республикинче.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем