Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Мускавсем Чӑваш Енри ҫулсем ҫинчи йӗркелӗхе тӗрӗсленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 10.11.2014 19:20 | 1155 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Республикӑна 15 БМВ автомобильпе Мускавран патшалӑхӑн автонинспекцийӗн ӗҫченӗсем килсе кайнӑ. Теприсем «Вӗсем водительсене тустараҫҫӗ кӑна!» — тесе те сас-хура кӑларнӑ иккен.

«Тахӑшӗ Мускавсем «чӗрнеллӗ» резинӑллӑ машинӑсен водителӗсене — вун-вун ҫынна — «Ш» паллӑсӑр пулнӑшӑн штрафланӑ тесе ҫырнӑ та — пуҫланнӑ вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллӑсем юлман-мӗн — пӗтӗмпех туянса пӗтернӗ. Ҫакна хам та асӑрхарӑм: халӗччен автомобильсем ҫинче ҫав паллӑсем курӑнсах каймастчӗҫ, тӗп хула инспекторӗсем килсен вара «Ш»-па паллӑ тунисем — шӑкӑрин. Мускавран килнӗ инспекторсенчен пӗринпе калаҫатӑп та — кулать: «Эпир унашкаллишӗн никама та чарман-ҫке...» Вӑт, сас-хура вӑйӗ мӗнешкел!», — тесе хыпарлать пичет кӑларӑмӗ.

Эрнекун вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пулнӑ, шӑматкун — Канашра, вырсарникун — Патӑрьелте. БМВсен «эшкерӗ» Вӑрмар, Тӑвай районӗсем тӑрӑх та ҫаврӑнчӗ.

Мускавран килнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иккен, Мускава куҫиччен чылай ҫул республикӑра ДПС полкне ертсе пынӑ.

Пирӗн тӑрӑха ҫитиччен мускавсем Улатимӗр, Чулхула облаҫӗсенче, Мордовире пулнӑ.

#Патӑрьел, #Канаш, #Пӑрачкав районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #тӗрӗслевсем, #ҫул-йӗр, #Вӑрмар районӗ, #Тӑвай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем