Кун пирки республикӑри хаҫатсенчен пӗри хыпарлать. Сӑмах унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ рынокӗ пирки пырать. Хуратул кӗрпи сасартӑк хакланса кайнӑ хыҫҫӑн пӗр лавккара ӑна виҫепе сутасси патне те ҫитнӗ-мӗн. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, ҫав суту-илӳ точкинче кӗрпене пӗр алла 6 хутаҫран ытла сутма чарма тытӑннӑ. Тӗрӗссипе вара хуратул хӗсӗк мар.
Апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракан оперативлӑ штаб ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ хамӑр патри апат-ҫимӗҫ ютран кӳрсе килнинчен чылай чухне пахарах та ӗнентернӗ. Ку вӑл аш-какая, кайӑк-кӗшӗк тата сӗт-ҫу продукцине уйрӑмах пырса тивет-мӗн.
Чӑвашпотребсоюзӑн ертӳҫи Валерий Павлов яла машинӑпа пырса тавар сутакансем налук тӳлеҫҫӗ-ши тесе пӑшӑрханать иккен. Ҫавна пула райпо магазинӗсен тупӑшӗ чакать имӗш. Ларурисем эрех хакӗ патне те ҫитнӗ иккен. Федераллӑ сетьсенчен пӗринче йӳнӗ эрех сутаҫҫӗ-мӗн. Анчах ларӑва ертсе пынӑ республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин эрех апат-ҫимӗҫ шутланманни, хаксене вара апат-ҫимӗҫӗнне тишкермеллине аса илтернӗ.